Хаксене ӳсме памалла мар
Чăваш Ен пурнăçне санкцисем мĕнле улăштараççĕ? Хаксем ӳсессине пĕр шайра тытса тăма май пур-и? Чăваш Республики аталану çул-йĕрне хатĕрлеме пултарать-и? Кун пирки республика ертӳçи Олег Николаев «Финверсия» канал студине панă интервьюра хурав пачĕ. Инфляци тата хаксем пурне те кăсăклантараççĕ. «Финверсия» канал журналисчĕ ку енĕпе Чăваш Республикинче мĕн тума палăртнине ыйтса пĕлчĕ. Тĕнчери лару-тăру çĕнĕлле ĕçлеме хистет те. – Социаллă пĕлтерĕшлĕ тата пурнăçшăн кирлĕ хаксене пĕр шайра тытса тăма Правительство тăрăшса ĕçлет. Пирĕн тĕллев – хут укçа хакне хăвăрт выляма памалла мар, тăнăçлăхпа тивĕçтермелле. Сăмахран, эпир Чăваш Республикинче çăкăр хакне ӳстерсе ярас мар тесе тĕллевлĕ ĕçлетпĕр .