Культура ĕҫченĕсен кунне халалласа чаплă мероприяти иртнĕ

Культура ĕҫченĕсен кунне халалласа чаплă мероприяти иртнĕ

Чăваш патшалăх филармонийĕнче Культура ĕҫченĕсен кунне халалласа чаплă мероприяти иртнĕ.  Паллă пулăма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă, пысăк хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисем парса чысланă.  

«Чи малтанах сире пысăк тав сăмахĕсем калас тетĕп. Хăвăра шанса панă ĕҫе таса чунпа, яваплăха туйса пурнăҫлатăр.  Пултарулăха кунран-кун ӳстерсе, халăха  савăнтаратăр.  Эсир культурăра пысăк тӳпе хыватăр, ăна тăваткал метрпа та, тоннăпа та, ҫухрăмпа та виҫме хĕн.  Кашни ҫынна эсир хавхалану туйăмне парнелетĕр, ыранхи куна шанса, тăван ҫĕршывăмăра юратма, ăна хисеплесе пурăнма витĕм кӳретĕр»,  - тесе каланă вăл хăйĕн саламĕнче.  «Сирĕн ĕҫ ҫитĕнекен ăрăва ăсталăха туптаса пыма, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма, тăван тавралăха юратма, патриотизм туйăмне вăратма та пулăшать», - тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   «Ахальтен мар пулĕ, Чăваш Республикин Правительстви культура аталанса пытăр тесе сахал мар тĕрев парса пулăшать, инфратытăм вăй илсе пытăр тесе кулленех тăрăшать. Пирĕн хамăрăн йăла-йĕркене, культурăна ялан упрамалла, пулас ăрăва вĕренсе хăвармалла, ăна ăша хывма майсем туса памалла», - тенĕ вăл сăмаха ҫавыăрса.  

Халăх искусствин ят-сумне ӳстермелли, культура пуянлăхне, археологи, истори, культура палăкĕсене упраса, республикăра пурăнакан халăхсен хăйне евĕрлĕхне, этнокультура нумай енлĕхне сыхласа хăвармалли проектсене   регионта чылай пурнăҫа кĕртнĕ.

Чăваш халăхĕн культури тата йăли-йĕрки пуян та хăйне евĕрлĕ, вăл ҫулран-ҫул аталанса тата вăй илсе пырать. Ку енĕпе пултаруллă, хăйсен ĕҫне чун-чĕрепе парăннă, ыттисене илеме юратма вĕрентекен ҫынсен тӳпи пысăк.      

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ культура  пайĕ кирек-епле вăхăтра та халăха пулăшнине, йывăрлăхсене парăнтарма витĕм кӳнине асăннă. Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунă тапхăрта та юрă-кĕвĕ самай пулăшнă. Пушă вăхăтра, самантлăха та пулин ташă-юрă кĕввине итлесе чун-чĕресене ҫемҫетнĕ, ĕҫлеме вăй-хăват хушнă. Ҫаксем пĕтĕмпех нацин чун-чĕре пуянлăхне, кăмăл-туйăмне ҫирĕплетме май панă.

Уявра ҫамрăксене, пысăк ăсталăхпа палăрнисене свидетельство парса хавхалантарнă.  Пысăк пултарулăх ушкăнĕсене те ку хутĕнче патшалăх наградисем парса чысланă, профессие чунпа парăннăшăн, пысăк ăсталăхшăн, тапса тăракан вăй-хал суннă,  ҫĕнĕ ҫитĕнӳсемпе палăрма хавхалану суннă.  

 



26 марта 2022
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter