20 çул халăхпа пĕрле

«Единая Россия» партин регионти уйрăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл шанчăклă, чи вăйлă политика партийĕ пек палăрчĕ. 20 çулта пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕç-хĕле пĕтĕмлетмешкĕн Шупашкарта пуçтарăнчĕç – Чăваш наци музейне. «Единая Россия» пуçарнă проектсем – йăлтах халăх ырлăхĕшĕн пурнăçланаççĕ. Вĕсем çулсем, ача сачĕсемпе медицина учрежденийĕсем тăвассипе, хулари çуртсен картишĕсене тирпей-илем кӳрессипе, нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтерессипе çыхăннисем тата ыттисем те.

Леонид Черкесов: «2003-мĕш çулта партине кĕнĕ те çавăнтанпа партинче. Куншăн пĕртте кӳренместĕп. Парти вал ертсе пырать, кăтартса парать мĕнле ĕçлемеллине. Эпĕ ăçта кăна ĕçлемен. Партин малти речĕсенче пынă». Çамрăксем алисен тĕслĕхне ăша хывса çĕршыв, республика пуласлăхне аталантарассишĕн ĕçлеме хатĕр.

Анна Петрова: «Манăн та «Единая Россия» партин билетне тивĕç пулас килет. Çак билета илес тесессĕн питĕ активлă пулмалла, йăлтах пĕтĕм çĕртре хутшăнмалла, тăрăшуллă тата хастар пулма тивет». Савăнăçлă пухура халăх пурнăçне лайăхлатас ĕçре тӳпе хывакансене пурне те ăш-пиллĕн тав турĕç, хисеп хучĕсем парса чысларĕ



НТРК
29 марта 2022
08:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter