«Пирӗн ҫĕршыв Президенчĕ тавра пĕр чăмăра пухăнса халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Пирӗн ҫĕршыв Президенчĕ тавра пĕр чăмăра пухăнса халăхпа тачă ҫыхăнса ĕҫлемелле», – тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» политика  партийĕн Чăваш Енри регионти уйрăмĕ йĕркеленсе кайнăранпа 20 ҫул ҫитнине палăртнă мероприятинче каланă хăйĕн ум сăмахĕнче кун пирки  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Чăваш Республикин Правительствин тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансен  ĕҫне халăх пысăка хурса хаклани пирки эпир хăюллăнах калама пултарайратпăр.  Ҫынсем влаҫа, ҫĕршыв Президентне  В.В. Путина шанчĕр тесе сахал мар ĕҫ туни те куҫ кĕретех. Пĕрлехи ĕҫе пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă йĕркелесе пыма яланах тăрăшатпăр. Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе, пирĕн пурсăмăрăн та пĕр чăмăра пухăнса пĕрле ĕҫлеме пикенмелле.  Ҫĕршыва ертсе пыракан тавра пухăнса, вăл палăртакан тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн ырми-канми  вăй хумалла», - тесе каланă сăмахне малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей»  партийĕн пайташĕсем ӳлĕмрен те палăртнă тĕллевсем патне хастарлăн пырасса, вĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрессине те палăртнă регион Ертӳҫи. «Регионти мĕнпур тĕллевсене, халăхăн шухăш-кăмăлĕпе сĕнĕвĕсене шута илсе йĕркеленĕ, вĕсемпе малашне те пĕрле пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр. Тухăҫлă ĕҫлеме пĕлсен кăна – ҫитĕнӳсем тума аван. Хамăрăн суверенитета упрама, лару-тăусене уҫăмлатса, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма хăват пулĕ», – тесе палăртнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Палăртнă мероприятине учредительсем, партийĕн хастарĕсем тата ҫĕршывра малта пыракан пĕрлĕхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлекенсем пуҫтарăннă.  Чăваш Республикинче ҫӳлерех асăннă партийĕн членĕсем 34 пинрен те иртсе кайнă, кашни муниципалитет пĕрлĕхĕнче ятарлă уйрăмсем пур.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнче те вĕсен йышĕ ытти партийĕсен членĕсенчен ытларах пулни куҫ кĕретех.  Чылай муниципалитетсен пуҫлăхĕсем вырăнти парти уйрăмĕсен ертӳҫисем пулса тăшаҫҫĕ.   

Партийĕн регионти уйрăмĕн ĕҫ тухăҫлăхне илес пулсан, кирлĕ пек мĕнпур тĕрĕс те пĕлтерĕшлĕ йышăнусем тунин кăтартăвĕпе ҫĕршывра ТОП-3 йышне кĕрет. «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партин регионти уйрăмĕ ĕçлеме пуçланăранпа 20 çул çитрĕ. Çак тапхăрта вăл шанчăклă, чи вăйлă политика партийĕ пек палăрчĕ. Палăртма кăмăллă, раштав уйăхĕнче партийĕн пайташĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те чылай йышăннă, ҫынсене кăсăклантаракан нумай ыйтăва уҫăмлатса татса пама витĕм кӳнĕ. Калăпăр, вунă кун хушшинче Чăваш Енре пурăнакансенчен пĕтĕмпе пин ҫурă ыйта ыйту пухăннă.  Палăртма кăмăллă, вĕсенчен ытларах пайне татса пама та май килнĕ. Чылай ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ, кирлĕ пек службăсене илсе ҫитерсе уҫăмлатса пама тĕллев лартнă.  Халăха кăсăклантаракан ыйтусем пур-пĕрех регионта сахал мар, вĕсен шухăш-кăмăлне итленĕ, май пур таран туххăмрах татса пама тăрăшнă.    

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – вĕренӳ учрежденийĕсен ҫурчĕсене тĕпрен юсав ĕҫĕсем туса ирттересси. Раҫҫей Президенчĕн Халăх программине тĕпе хурса «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» сахал мар пысăк тĕллевсем палăртса хунă.  Ял тăрăхĕсенче шкулсем кивелсе ҫитнĕ, вĕсене ҫĕнетсе паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.  Социаллă инфратытăма вăй илтересси, халăха пурăнма хăтлă условисем йĕркелесе парасси ыйту та приоритетлă шутланать.  Ҫынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси, пысăк технологисен витĕмлĕхĕпе тĕрĕс усă курса пыма вĕренсе ҫитесси ыйту та пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать паянхи пурнăҫ таппинче.  Спорта аталантарас, халăхăн сывлăхне ҫирĕплетме май паракан условисем хатĕрлесе тăратас ыйту та кун йĕркинчех. Сахал мар кăсăклă самантсем, пурне те туххăмрах пăхса тухнă, вăхăтра тивĕҫлĕ хуравсем панă. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пырассишĕн ырми-канми тăрăшнă, яваплăха туйса таса чунпа, саккунсене пăхăнса ĕҫленĕ.  Кун пики пĕр сасăллă пулса, мероприятине пухăннисем уҫҫăнах палăртнă.    



29 марта 2022
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter