Ака уйӑхӗнче "Чӑваш бройлерӗ" АУО ӗҫ укҫи тӳлессипе парӑма парса татма палӑртнă

Ака уйӑхӗнче "Чӑваш бройлерӗ" АУО ӗҫ укҫи тӳлессипе парӑма  парса татма палӑртнă

Чӑваш Республикинчи Патшалăх ӗҫ инспекцийӗн кăтартăвĕсем тӑрӑх, "Чӑваш бройлерӗ" АУО  ӗҫ укҫи парӑмӗ 40 ӗҫчен умӗнче виҫӗ млн тенкӗпе танлашать. Тата тепӗр млн тенкӗ – ӑна чарса тӑнӑшӑн процент парăмĕ пухăннă. Кун пирки ведомствӑсен хушшинчи комиссийӗн ларӑвӗнче паллă пулнă.

Ĕçлекен çынсене шалăва вăхăтра тӳлемелле, парăмсене вара май килнĕ таран хăвăртрах татмалла. Çак шухăшсем тĕп вырăнта пулнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлессин, официаллă мар ĕçлеве чакарассин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен ведомствăсен хушшинчи комиссин паян иртнĕ ларăвĕнче.

"Чӑваш бройлерӗ" АУО конкурс управляющийӗ Владислав Павлов ӗҫ укҫине саплаштарма укҫа-тенкĕ хатĕрлесе хунине палăртнă, 50 млн ытла тенкӗ счет ҫинче упранса тăнине каланă вăл.

Судра "Чӑваш бройлерӗ" АУО кредиторӗсен кулленхи требованийӗсене тивӗҫтересси ҫинчен калакан заявление панӑ.
"Заявление тивӗҫтернĕ. Ĕҫлекенсен списокне палӑртнӑ. Шалу укҫине пама хатĕрленетпĕр. Халӗ суд актне саккунлă майпа вӑя кӗрессе кӗтетпӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн тӳлевсем пуҫлатпӑр. Ака уйӑхӗнче, нимӗнле ҫăхав та пулмĕ, "Чӑваш бройлерӗ" ОАО ӗҫ укҫи парӑмне пӗтӗмпех хупма палӑртатпӑр", - палӑртнă Владислав Павлов.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чăваш Республикин Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн ертӳçине - патшалăх ĕçлев тĕп инспекторне Алексей Метёлкина лару-тӑрӑва тӗрӗслевре тытма тата ыйтӑва йӗркеленӗ ҫӗрте пулӑшма хатӗррине пӗлтернӗ. "Ака уйӑхӗнче шалу тивӗҫӗсене хупасса кӗтетпӗр», - тенӗ Олег Николаев. «Лару-тӑрӑва тӗрӗслевре тытса тӑма ыйтатӑп. Палăртса хунă пек пĕтĕмпех пулсан, пирĕншĕн те кăмăллă пулĕ», - тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

"Волговятгипрозем" ТМЯО 28 ӗҫлекене пурĕ 1,2 миллиард тенкӗ парса тивĕҫтермен. Олег Николаев Чӑваш Ен Экономика аталанӑвӗн министерствине, Шупашкар хулин администрацийӗпе тата организацин тулашри управляющийӗпе пӗрле парăмсене халăха парса татмалли "ҫул картти " туса хатӗрлеме хушнӑ.

"Волговятгипрозем" ТМЯО тулаш управляющийӗ Алексей Смирнов "Газпроминвест" ТМЯОпа пурнӑҫланӑ ӗҫсене йышӑнассине 7,7 миллион тенкӗ куҫарса пама палăртнине асăннă. Унпа предприятин кулленхи тӑкакӗсемпе усӑ курма (ӗҫ укҫи, налук, тӳлев, поставщиксене), унтан ӗҫ укҫисене парса татма тата ытти хăш-пĕр ыйтусене татса парассине пĕлтернĕ.

Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне ӗҫ укҫи пур парăмҫăсен реестрне хатĕрленĕ, Чӑваш Республикин 25 организацийӗнче ӗҫ укҫи тӳлемелли парӑм 32,41 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки республикăри патшалăх ĕҫ инспекцийĕн ĕҫченĕсем ҫирĕппĕнех калаҫҫĕ. 2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗпе танлаштарсан парӑм 840 пин тенкӗ е 3 процент чухлӗ пысӑкланни сисĕнет.

"Паянхи кун тӗлне работниксен ӗҫ хутшӑнӑвӗсене пӑсни ҫинчен ыйтса ҫыракансем сахал. Ĕç паракансем шалăва вăхăтра тӳлеччĕр, парăмсене татчăр тесе республика Правительстви прокуратура органĕсемпе, ĕç инспекцийĕпе, налук службипе тата ытти ведомствăпа пĕрле тачă çыхăнса ĕçленĕ", - палӑртрӗ ведомство ертӳҫи Алексей Метёлкин. Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне граждансем ӗҫ укҫи парӑмĕ пирки 106 ыйту тăратнă, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртинчен 25 процент сахалтарах.

Кӑҫал прокуратура, следстви комитечӗн органӗсемпе тата Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тăрăшакансемпе пĕрле тĕрĕслевсем сахал мар йĕркеленĕ, пĕтĕмпе 1,60 миллион тенкӗ чухлӗ 38 ӗҫчене парса тивĕҫтермелле тунă.

"Ҫынсене социаллӑ тата пенси тивӗҫтерӗвӗ енчен хӳтӗлени пӗлтерӗшлӗ", - тесе палӑртнӑ Олег Николаев. – Шел пулин те, нумайӑшӗ сӑрӑ схемăпа ĕҫлени кайран мĕнле чăрмав кӳнине ӑнланмаҫҫӗ. Пирӗн кун пек чухне вара, йĕрке пăсакансене тупса палăртсан, ҫийĕнчех явап тыттарма тивĕ", - тенĕ вăл. Канашлăва пухăннисем налук службин управленине малашне те районсемпе хуласен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерме, унта ĕç укçине вăхăтра парассипе тата налуксем тӳлессипе çыхăннă ыйтусене питĕ тĕплĕн тишкерме сĕннĕ.



30 марта 2022
16:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter