Цифра трансформацийĕ: меллĕрех, хăвăртрах

Патшалăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ массăллă пулăшу ĕçĕсен пысăк пайĕ электрон мелĕ çине куçмалла. Çакăн пирки экономика отраслĕсен, социаллă сферăн тата патшалăх управленийĕн цифра трансформацийĕ енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ канашĕн ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина пĕлтернĕ тăрăх, электрон мелĕпе ĕçлемеллисен федераци шайĕнчи списокне социаллă 173 пулăшу ĕçне кĕртнĕ. Çак шутра — республика, муниципалитетсен шайĕнчи 68 пулăшу ĕçĕ. Кристина Андреевна кăçал çак списока тата 13 позиципе анлăлатассине çирĕплетрĕ. Хальлĕхе республикăра граждансене асăннă ретри 66 пулăшу ĕçĕпе электрон мелĕпе тивĕçтереççĕ.

Пĕтĕмпе вара Мускав регионта кăçал пулăшу ĕçĕсен 40% электрон мелĕпе тивĕçтермелли чикĕ палăртнă — унтан кая пулмалла мар. Паянхи кун тĕлне çак кăтарту 25% шайĕнче. Сахал. Министр хăш-пĕр пулăшу ĕçĕ тĕлĕшпе хайхи кăтарту нуль шайĕнче пулнине те пытармарĕ. Çав шутра, сăмахран, педагогсене аттестацилессипе, ĕç ветеранĕн ятне парассипе, ыттипе çыхăннă пулăшу ĕçĕсем. Граждансем электрон мелĕпе усă курасшăн, анчах уйрăм ведомствăсем çак майпа тивĕçтермеççĕ.

Олег Николаев вĕсен ертӳçисенчен çак лăру-тăру сăлтавне уçăмлатма ыйтрĕ. Хăшĕсен тӳрре тухмалли аргументсем пур, теприсем вара ку ыйтăва тимлĕх уйăрманни куçкĕрет. Олег Алексеевич пулăшу ĕçĕсене электрон мелĕ çине куçарассипе çыхăннă ыйтусене çывăх вăхăтрах татса пама хушрĕ. Вăл палăртнă тăрăх, чи малтанах пĕтĕмпех граждансемшĕн меллĕ те шанчăклă тăвассине тĕпе хумалла. Ун чухне çынсем тĕрлĕ инстанцие, МФЦсене каймасăрах кирлĕ документсем илмелли çак майпа хаваспах усă курĕç.



Хыпар
30 марта 2022
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter