Чӑваш Ен предприятийӗсем импорта улӑштармалли механизмсене активлă пурнӑҫлаҫҫӗ

Чӑваш Ен предприятийӗсем импорта улӑштармалли механизмсене активлă пурнӑҫлаҫҫӗ

Кун пирки Чăваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерствин анлă ларăвĕнче паллă пулнă. Палăртнă мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.  

«Питĕ пĕлтерĕшлĕ, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусем пирки чарăнса тăни.  Тĕнчери лару-тăрăва шута илсе, кирек-епле йывăрлăха та туххăмрах татса пама тăрăшмалла, чăрмавсем тума юрамасть.  Паллă, ĕҫсене Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерствипе тачă ҫыхăнса пурнăҫласа пыма пĕлмелле», - тесе ҫивĕччĕн каланă регион Ертӳҫи.   

Пысăк предприятисен ĕҫ-хĕлне аталантарса пырассипе курăмлă мероприятисем пулса пынине те пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Федераци  шайĕнче «АККОНД» предприятине, «Гален» тулли мар общество пĕрлешĕвне, «Технотрон» НПП лайăх аталанса пыраканнисем йышне кĕртнĕ.  Хальхи вăхăтра Чăваш Енри 27 промышленноҫ предприятине ҫав палăртнă реестра кĕртессишĕн ыйтусене тишкереҫҫĕ.  Федераци шайне кĕнĕ предприятисене ҫăмăллăх кредичĕсене парса пулăшма та пултарĕҫ пуласлăхра.  Паллă, банксен тытăмĕнче вăй хуракансем организацисене 12 уйăхлăха 10 млрд тенкĕ пама тĕллев лартаҫҫĕ. Енчен те предприятисем хăватлă вăй илсе пыраҫҫĕ пулсан, ку кăтарту тата та пысăкланĕ - 30 млрд тенкĕпе танлашасси те куҫ кĕретех.   Тепĕр тесен, енчен те тупăша илеймеҫҫĕ пулсан, хăшĕ-пĕрисене тăкаксене саплаштарма та витĕм кӳрĕҫ. Кун пек йĕркепе ĕҫлесе пырсан, ĕҫ вырăнĕсене те сыхласа хăварма аван пулĕ, ҫĕнĕ экономика условийĕсенче предприятийĕн тухăҫлăхне чакарассинчен те пăрĕ.

Пĕтĕмпе Чăваш Республикинче федераци тата республика пĕлтерĕшлĕ лайăх аталанса пыракан предприятисем 70 шутланаҫҫĕ.  Хальхи вăхăтра, ҫĕршывра лару-тăру улшăнса пынине шута илсе, хăшĕ-пĕрисем самай йывăрлăха кĕрсе ӳкнĕ. Кун пирки пĕрре мар ҫирĕплетсе калаҫҫĕ предприятисемпе организацисен ертӳҫисем. «НПО «Элара» им. Г.А. Ильенко»  АО тата Шупашкарти электроаппарат завочĕ  самай чăрмавсене сисеҫҫĕ.  Пур-пĕрех предприятисем парăнмаҫҫĕ, кăтартусене чакармаҫҫĕ, тупăша ӳстерсе пыма тăрăшаҫҫĕ.  Сăлтавĕ те ҫук мар, ют ҫĕршыв компанийĕсем ĕҫлессине пăрахăҫланă, вĕсем маларахри тапхăрта ҫак рынокра 70 процент ытла йышăннă пулнă.    

Хальхи вăхăтра импорта улăштарассипе «Химпром» ПАО хастар ĕҫлесе пырать.  «Элкон» тулли мар яваплă обществăра та самай тăрăшаҫҫĕ, таварсене тирпейлесе кăларассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.   

Чăваш Енре инвесторсене явăҫтарассипе курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Предприятисемпе организацисене йĕркелесе яма та пысăк витĕм кӳнине палăртнă ертӳҫĕсем.  Хальхи вăхăтра Чăваш Республикин  территорийĕнче производствăра усă курма май паракан тракторсем калăплассипе тимлеҫҫĕ.  Паллă, хальхи технологисен витĕмлĕхне шута илсе, таварсен хăватлăхне те ӳстерме тĕллев лартаҫҫĕ.  «Сеспель» Шупашкарти хупă акционерсен предприятийĕн ĕҫ-хĕлне палăртас пулсан, тухăҫлăх пысăк. Маларахри тапхăрта вĕсем ют ҫĕршывсенчен хăш-пĕр таварсене туянса пынă пулсассăн, хальхи вăхăтра предприяти хамăрăн таварсене шута илсе пысăк техникăсем тирпейлесе кăларма тăрăшаҫҫĕ.  Федераци шайĕнче палăртнă предприяти активлă ĕҫлет, вĕсен таварĕсене ыттисем хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  

Анлă ларăва пухăннисем Чăваш Республикин Промышленноҫпа энергетика министерстви ҫумĕнчи ĕҫ ушкăнĕн лару-тăрăвĕ пирки те чарăнса тăнă.    Регионта уйрăмах промышленноҫ тытăмне хăватлантарас ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсех каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  

«Эпир сире ҫăмăллăх кредичĕсемпе усă курма майсем туса паратпăр.  Наукăпа тĕпчев ĕҫĕсене йĕркелеме, ĕҫ хучĕсене йĕркене кĕртме сахал мар тĕрев паратăр. Хальхи вăхăтра ҫак ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пырасси пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тарăн тишкерӳ тăвать.     Енчен те палăрта хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, предприятисемпе организацисене йывăрлăха парăнтарма пулăшасси те куҫ кĕретех пулĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышăнăвне кĕтетпĕр», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев.     Кунсăр пуҫне регионта промышленноҫ тытăмне аталантарассипе регионти фончĕ  импорта улăштарассипе ятарлă хушма мерăсем пăхса хăварать. Фонд ҫумĕнче «Тухăҫлă регион» пурнăҫа кĕрет. Программа патшалăхпа муниципалитет тытăмĕнче ĕҫ-пуҫа йĕркелесе пыма пулăшать.  Кун пек ĕҫе ытти сферăра та пуҫарса яма плана кĕртеҫҫĕ. «Эпир шутланă тăрăх, кун пек йĕрке ытларах вăтам бизнесшăн пĕлтерĕшлĕ пулĕ.  Мĕншĕн тесен, пысăк предприятисем ҫакнашкал тытăма хăйсем йĕркелесе пыраҫҫĕ.  Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайне пулăшма эпир хамăр енчен хатĕр», - тесе каланă сăмаха ҫавăрса Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



31 марта 2022
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter