Чутайсем ентешлӗх уявне паллă турĕç

Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайсем Чӑваш патшалӑх филармонине ентешлӗх уявне пуҫтарӑнчӗҫ. "Чавал" - ҫапла чӗнет ӑна вырӑнти халӑх.

Ентешлӗхе пуҫарса янӑранпа 25 ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ. Ҫавна май уява сумлӑ хӑнасем те йышлӑн пухӑнчӗҫ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак районти Чурпай ялӗнче ҫуралса ӳснӗрен ентешсене саламламасӑр пултараймарӗ. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева Хӗрлӗ Чутай районӗн арҫыннисене маттур ертӳҫӗсем терӗ, хӗрарӑмӗсем вара кил ӑшшине упрама пӗлнине палӑртрӗ. Ытти районсен ентешлӗхӗсен ертӳҫисем те чутайсене саламларӗҫ, сцена ҫинче ентешлӗх йывӑҫне кӑтартрӗҫ. Йӗпреҫ районӗн ентешлӗхӗн ертӳҫи Антонина Краснова филармони сцени мӗн тери илемлине кура хӑйсен уявне те кунта ирттерес кӑмӑл пысӑккине палӑртрӗ. "Анчах...", - терӗ те залра унӑн шухӑшне малалла тӑсакан тупӑнчӗ: "Хакла ларать!". Муркаш ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Тяпкин Хӗрлӗ Чутайсене ыттисем пек мар, уйрӑм халӑх, вӗсене хальлӗхе тӗпчесе ҫитереймен терӗ. Ҫакна вӑл Геннадий Волков академик сӑмахӗсене аса илнӗ май каларӗ. Геннадий Никандрович ҫак район ҫыннисене Чечня ҫыннисемпе танлаштарнине те аса илтерчӗ.

Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн поэзире ҫитӗнӳ тӑвакансене Петӗр Ялкир премийӗпе хавхалантарас ырӑ йӑла пур. Ӑна 2007 ҫулта пуҫарса янӑ. Хӗрлӗ Чутай ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Савинкин тӑрӑшнипе малтанхи пилӗк лауреатӑн сӑввисем кӑҫал уйрӑм кӗнекере пичетленсе тухрӗҫ. Сӑвӑ ҫыракан сахал мар ку районта. Хальхинче тӳрех икӗ лауреата палӑртрӗҫ: Николай Крупинов тата Светлана Яруткина.

Уява юрӑ-ташӑ коллективӗсем, эстрада юрӑҫисем илемлетрӗҫ. Пӗрлӗхре вӑй пулнине ҫирӗплетсе чутайсем малашне те пӗр-пӗрне пулӑшса пымаллине палӑртрӗҫ.



Хыпар
02 апреля 2022
18:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter