Хӗрлӗ Чутайcен ентешлĕхне 25 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Хӗрлӗ Чутайcен ентешлĕхне 25 ҫул ҫитнĕ ятпа Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Хĕрлĕ Чутайсен ентешлĕх уявне Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăҫлă лару-тăрура  ирттернĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн тăван тăрăхĕнче пурăнакансене хĕрӳллĕн саламласа тав сăмахĕсем каланă.

«Ҫак уяв хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать пирĕншĕн. Тăван тăрăха, тăван ҫĕре юратакансене пĕр чăмăра пухăнма хистет, мĕн ачаран ҫуларса ӳснĕ пĕчĕк ҫĕршывăмăра хисеплесе пурăнма вĕрентет», тенĕ вăл. Чăваш Ен тĕп хулинче тăватă ĕмĕр хушши Хĕрлĕ Чутайсен «Чавал» ентешлĕхĕ упранса тăрать.  Ҫынсем  кулленех пĕр-пĕринпе курса, ăш пиллĕн пуплеме тăрăшаҫҫĕ, пĕрлехи ĕҫсене обществăшăн туса пыма пикенеҫҫĕ, ĕмĕрхи йăла-йĕркесене ăша хывса, ăна ламран-лама куҫарса пыма ĕҫлеҫҫĕ.  Ентешлĕхе пуҫарса янăранпа  сахал мар ырă ĕҫсем пулса пынă», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   

Палăртма кăмăллă, кăҫалхи Хĕрлĕ Чутайсен уявĕ Чăваш Енĕн Паллă ентешĕсен ҫулталăкĕпе тӳр килсе тăрать. Ушкăна пĕр шухăш-кăмăл туйăмлă, пĕр тĕллевлĕ, хастар та маттур ентшсем пухăнсассăн усăллă та пархатарлă ĕçсем те чылай пулĕç. Шăпах, ентешлĕх хастарĕсем район, республика аталанăвĕшĕн утăм хыççăн утăм тăваççĕ, усăллă ĕçсем йĕркелеççĕ.

«Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче чылай паллă ҫынсем ҫуралса ӳснĕ. Вĕсем тăван тăрăха анчах мар, Чăваш Республикине те хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫлантарма май панă. Ветерансен паттăрла ĕҫĕсене ҫитĕнекен ăру тĕпе хурса пурăнать. Пире пĕр чăмăра пухма хистекенни – яваплăха туйса, таса чунпа Чăваш Еншĕн, ҫĕршывăмăршăн ĕҫлеме пĕлни витĕм кӳрет», – тенĕ сăмаха ҫавăрса Олег Николаев.    Пирĕн ентешсем патшалăх управленийĕнче те, право хуралĕнче те, наукăпа вăренӳре, сывлăх сыхлавĕпе культурăра, спортра, предпринимательлĕх тытăмĕнче те сахал мар пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă. Ҫак паха ĕҫсем хăйсемпе Тăван ҫĕршыва юратнине, ăна хисеплесе пурăннине ҫирĕплетеҫҫĕ.  

Регион Пуҫлăхĕ малашне те Хĕрлĕ Чутайсене хавхаланса ĕҫлеме вăй-хал суннă,  тата та лайăхрах ҫитĕнӳсемпе палăрма тăрăшса ĕҫлеме чĕнсе каланă.  

Пысăк хисепе тивĕҫнисене яланхиллех патшалăх наградисене парса чысланă Ертӳҫĕ.



04 апреля 2022
07:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter