Усал чир алхасасран маска режимне тата ытти профилактика мерисене пӑхӑнмалла
Кăшăл вирус чирĕ пирки ыйтăва паян кашни эрнере Правительство ҫуртĕнче пулакан ĕҫлĕ планеркăра сӳтсе явнă.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов хăйĕн докладĕнче республикăра усал амак чирĕ кăштах лăпланса пынине, кăтарту ытти чухнехинчен чакнине пĕлтернĕ. «Пĕтĕмĕшле пăхас пулсан, регионта вилекенсен шучĕ чакни те куҫ кĕретех, вăл шутран кăшăл вирус чирĕпе аптраса хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнисем те ҫукпа пĕрех тенĕ», – вăл сăмаха малалла тăснă май.
Лару-тăрăва пĕлме хĕн, ăнсăртранах тепĕр майлă та пулса тухма пултарĕ. Хальхи вăхăтра усал чирпе пуҫласа чирлекенсем кунсерен 60-70 ҫын. «Профилактика мерисене пурин те ҫирĕп пăхăнмалла, йĕрке пăсма юрамасть. Сывлăха кашнин упрама пĕлмелле», – тенĕ сăмаха ҫавăрса ведомство ертӳҫи.
«Предприятисемпе организацисен, суту-илӳ центрĕсенче тăрăшакансене ыйтăва тимлĕхсĕр хăварма юраманнине тепĕр хут асăрхаттарса калатпăр. Чарусене пăхăнмалла, обществăлла апатлану вырăнĕсенче уйрăмах сыхă пулмалла. Чир-чĕре алхасма памалла мар», – сăмаха ҫавăрса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш ҫумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков. Влаҫ органĕсенче ĕҫлекенсен ыйтăва тĕрĕслевре тытмалла, йĕрке пăсакансене вăхăтра тупса, явап тыттармаллине те чĕнсе каланă вăл.