Ентешлĕх уявĕ

Кашни районăн хăйĕн ентешлĕхĕ пур. Ушкăна пĕр шухăш-кăмăл туйăмлă, пĕр тĕллевлĕ, хастар та маттур ентшсем пухăнсассăн усăллă та пархатарлă ĕçсем те чылай пулĕç. Шăпах, ентешлĕх хастарĕсем район, республика аталанăвĕшĕн утăм хыççăн утăм тăваççĕ, усăллă ĕçсем йĕркелеççĕ. Хĕрлĕ Чутай ентешĕсем те филармони çуртĕнче савăнăçлă уява пухăнчĕç. Сцена çинче илемлĕ юрă-кĕвĕ, залра вара савăк кăмăл хуçаланчĕ. Ентешлĕх уявĕ пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсемпе паллашма, тахаçанах курман пĕлĕшсемпе тĕл пулма май парать те. Хĕрлĕ Чутай районĕн ентешлĕхĕ «Чавал» 25 çул ĕнтĕ хастаррăн ĕçлесе пырать. Ентешлĕх пайташĕсем те куллен район аталанăвĕшĕн тарăшаççĕ. Çак тăрăхран тухнă мухтавлă та хастар çынсем те сахал мар. – Пурнăç çулĕ тăрăх утнă май, вĕсем, паллах, хăйсен ятне кăна мар, район ятне те, республика ятне те самаях çӳлти шая хапартнă. Унсăр пуçне çĕршыва валли усă ĕç тунă. Ку тата тепрен паллăрах япала. Çавăнпа та çакăн пек япаласене аса илни, çакăн пек пуламсене аса илни, вĕсемпе хавхаланса малалла ĕçсене туса пыни, ман шутпа, вăл пите кирлĕ япала. Савăнăçлă уявра хисепе тивĕç ентешсене те тимлĕх уйăрчĕç. Вĕрентӳ, культура тата республика пурнăçĕн ытти тытăмĕсенче çитĕнĕвĕсемпе палăрнă хастарсене хисеп хучĕсемпе, сумлă парнесемпе чысларĕç. ТАТЬЯНА АЛЬГЕШКИНА: «Хамăрăн ĕçтешсемпе эпир паян хĕрлĕ чутайсен «Чавал» ентешлĕхне питĕ хавас кăмăлпа килсе çитрĕмĕр. Ентешсене пурне те çак уявпа чун-чĕререн саламлатпăр. Наградăсемпе хисеп тунишĕн эпир питĕ хавас. Çакă пире малашне тата та хавхаланса ĕçлеме хистет». Ентешлĕх уявĕ тăван тăрăхăн мухтавне, унăн илемĕпе пĕлтерĕшне туяса илме май паракан савăнăçлă самант пулса тăрать. Ентешлĕх ушкăнĕсем тăван тăрăхри йăла-йĕркене упраса хăварма, вĕсене çĕнĕ вăйпа аталантрма хистекен пĕрлешӳ пулса тăраççĕ палăртрĕç уява пухăннисем.



НТРК
05 апреля 2022
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter