Олег Николаев Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗпе Виктория Абрамченкопа тӗл пулнӑ

Олег Николаев Раҫҫей Правительствин вице-премьерӗпе Виктория Абрамченкопа тӗл пулнӑ

 Уҫă тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем агропромышленноҫ комплексĕпе экологине аталантарасси пирки ыйтăва сӳтсе явнă, Чăваш Енĕн пуласлăхри ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă. Калаҫăва Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ Алексей Ладыков хутшăннă.

«Кун йĕркинчи ыйтусем агропромышленноҫ комплексне аталантарасси.  Пысăк технологиллĕ хатĕрсене тĕпе хурса ҫĕнĕ объектсем хута ярасси, таварсене тирпейлесе кăларма май паракан цехсем уҫасси.  Ҫулталăкне 60 млн ҫăмарта калăпласа кăларма май паракан племрепродуктора хута ярсан, Атăлҫи федераци округĕнче ыйту уҫăмланасси те куҫ кĕретех пулĕ. Чăваш Ене анчах мар, тавара кӳршĕллĕ регионсене те ăсатма пулать.  Тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту – хăмла туса илесси.  Ертӳҫĕсем тавара Чăваш Енре  лартса ҫитĕнтерсе, тирпейлесе кăларма плана кĕртеҫҫĕ. Мăйракаллă шултра ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те хастар тăрăшаҫҫĕ регионта. Ăна валли наукăпа производство лабораторине те ĕҫлеттесе яма шут тытнă.  АПК аталантарас ĕҫре наука бази те хăватлă пулмалла, ăна кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымалла.  Кулленех ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе усă курса вĕренсе пымалла», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Виктория Абрамченко.     

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫыхăннă хăш-пĕр проектсем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăн заявкине пăхса тухма сĕннĕ, приоритетлă объектсен шутне кĕртсе хăварма май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пĕлнĕ.  Енчен те проекта «Генеральнăй уборка» федераци проектне кĕртсе хăварсан,  тĕрев пуласси тен часах.  Калăпăр, Красноармейски, Ҫĕрпӳ, Каҫал ен, Сĕнтĕрвăрри, Ҫĕмĕрле,  Йĕпреҫ, Пăрачкав, Улатăр хулинче ҫакнашкал объектсем пур.  Енчен те вĕсене тĕпрен тасатса тирпейлесен, кайран ял хуҫалăхĕ валли те ҫĕр лаптăкĕсене куҫарма юрать. Тепĕр тесен, унта пурăнма хăтлă пулĕ, экологи енчен те сывлăш тасалса ҫитĕ.

Тепĕр пĕлтерĕшлĕ проект – «Агропрорыв». Кунта шăпах та, ипмпорта улăштарассипе хастар ĕҫлесе пыма майсем пулĕҫ. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Проекта пурнăҫа кĕртме Чăваш Республикине 2020-2024-мĕш ҫулсенче социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарма пăхса хăварнă харпăр хăй программи те витĕм кӳме пултарать. Проектпа килĕшӳллĕн, наукăпа лаборатори комплексне йĕркелесе ярасшăн.  Пахча ҫимĕҫ таварĕсене, ҫăмарта таврашне тирпейлесе кăларма майсем уҫăлĕҫ. Производство вăй илсе инфратытăм ҫирĕпленĕ, хăмла туса илме условисем пулĕҫ, тепĕр тесен, агропромышленноҫра усă курма май паракан ҫул-йĕрсем сарăлĕҫ. 

Чăваш Республикинче мĕн ĕлĕкрен хăмла лартса ҫитĕнтернĕ. Резерв йĕркелеме те май пур.     Раҫҫейре тирпейлесе кăларакан хăмларан 90 процентне Чăваш Республикинче туса илеҫҫĕ, пурĕ «симĕс ылттăна» 185 тонна тирпейлеҫҫĕ.   Кун пирки тепĕр хут асăнса хăварнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Пахча ҫимĕҫ, ҫĕр улми пухса тирпейлессипе те республика курăмлă ĕҫлет. «Агротехнопарк» пĕрлехи ĕҫне пуҫарса ярсан, таварсене анлăрах тирпейлесе кăларма та меллĕрех пулĕ.  Таварсем паха пулсан, халăх та хапăл тусах туянĕ.

Паянхи куна илес пулсан, «Мега ЮРМА» тулли мар яваплă обществăра инкубаци ҫăмарти мĕнпур калăпăшран 55 процент шутланать. Ҫулталăкра ҫĕршыра 3 млрд яхăн ҫăмарта ҫитмест. Палăртнă организаци ҫулталăкне 11 млн тирпейлесе кăларать. Хальхи вăхăтра таварсене ытти ҫĕршывсене ăсатасси пирки ĕҫлĕ калаҫусем пыраҫҫĕ. Ятарлă чĕпĕ кăлармалли ҫăмартасем ҫителĕксĕр пулсан, чăх-чĕп аш-какайĕ фабрикăра ҫителĕксĕр пулма пултарать, 45 процента ҫити чакас хăрушлăх та сиксе тухĕ теҫҫĕ специалистсем.   

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем ытти ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă, строительство объекчĕсене тунă тапхăрта час-часах усал шыв тепре чухне Атăла та юхса кĕрет. Ку тĕлĕшпе те хăш-пĕр йĕркесем пирки тĕплĕнрех сăмахланă калаҫу вăхăтĕнче Викторий Абрамченкопа ирттернĕ тĕлпулура.

 



05 апреля 2022
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter