Чӑваш Енпе РЭО каяшсене тирпейлекен Ҫĕнĕ Шупашкарти завод строительствин "ҫул карттине" туса хатӗрлеҫҫӗ

Чӑваш Енпе РЭО каяшсене тирпейлекен Ҫĕнĕ Шупашкарти  завод строительствин "ҫул карттине" туса хатӗрлеҫҫӗ

Йăлари хытă каяшсене тирпейлекен ҫĕнĕ завода Чăваш Енре 2024-мĕш ҫулччен хута ярасшăн.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫейри экологи операторĕн генеральнăй директорĕпе Денис Буцаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче йăлари хытă каяшсене регионта пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  Икĕ ен уҫă калаҫу вăхăтĕнче Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлесе пыракан ҫĕнĕ йышши завод ҫĕклессси пирки ыйтăва пăхса тухнă, ăна валли «ҫулсен карттине» те хатĕрлемелли пирки калаҫнă.

Пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли территори схемине ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнине хыпарланă ертӳҫĕ. Чăваш Республикинче палăртнă ĕҫ хутне тĕпе хурса, ҫӳп-ҫапа уйрăм-уйрăммăн тирпейлесе ятарлă хушма объектсем хута яма палана кĕртнĕ. Енчен те ҫӳп-ҫапа суйласа пухсан, иккĕмĕш тапхăрпа ытти тĕрлĕ таварсем калăпласа кăларма та майсем уҫăлĕҫ.  Ҫӳлерех палăртнă документпа килĕшӳллĕн, 2024-мĕш ҫулсем тĕлне   Ҫĕнĕ Шупашкарта ҫӳп-ҫапа суйласа пухма май паракан объект хута кайĕ. Полигонсене ӳлĕмрен пăрахăҫласси те малти вырăна тухĕ.  

«Ăнланатăп, завод хута яма шутлани – ҫав тери пĕлтерĕшлĕ.  Пуҫаруллă ĕҫ малашнехи пурнăҫра йăлари хытă каяшсене туххăмрах пухса тирпейлеме, ытти тĕрлĕ таварсене калăпласа кăларас ĕҫре те витĕм кĕме пултарассине. Паллă, ҫĕршыв Президенчĕ палăртнă тĕллевсене те пурнăҫа кĕртессинче пысăк витĕм кӳрĕ. Эпир хамăр енчен, проекта сире пурнăҫа кĕртме тĕрев пама хатĕр, условисене хатĕрлесе тăратма та пулăшăпăр.  Объекта хăпартса лартмалли вырăна тупса палăртнă.  Унта хăтлă коммуникаци тăвассипе тăрăшатпăр. Ĕҫе хăвăртлатас тесе, пĕрлехи плана пăхса тухса ҫирĕплетĕпĕр», – тенĕ Олег Николаев.

РЭО ППК генеральнăй директорĕ Денис Буцаев хăйĕн сăмахĕнче Раҫҫей экологи операторĕ Чăваш Ен территорийĕнче проекта пурнăҫа кĕртнине ырланине пĕлтернĕ, вĕсем палăртнă ĕҫпе кăсăкланнине хыпарланă.

«Ҫĕр лаптăкĕсене тупса палăртса хунă. Кăҫал ĕҫ хучĕсене ҫирĕплетсе йышăнса хăварсан аван. Килĕшӳ те пулни вырăнлă. Ҫулталăк вĕҫĕ тĕлнелле укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсем те вырăнтан хускалма пуҫлĕҫ е ҫитес ҫулăн пĕрремĕш кварталĕнче тĕрев куҫĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Раҫҫей экологи операторĕ Денис Буцаев.  

Икĕ ен вăхăта вăраха тăсмасăрах «ҫулсен карттине» хатĕрлесси пирки калаҫса килĕшнĕ.  

«Пирĕн енчен нимĕнле чăрмавсем те ҫук. Объекта калăпăшлă тума та пĕтĕмпех ресурссем ҫителĕклĕ пулассине те ĕненетпĕр. Унăн ертӳҫи пирки те карттăна кĕртсе хăварма тăрăшăпăр. Патшалăх компанийĕ е урăхла форма, шухăшласа пăхăпăр. Мĕнлерех лайăхрах тăвасси пирки. Проекта пурнăҫа кĕртме укҫа-тенкĕ ыйтăвĕсене те пĕрле уҫăмлатса пыма пикенĕпĕр», - тенĕ   Раҫҫей экологи операторĕн генеральнăй директорĕ Денис Буцаев.      



06 апреля 2022
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter