Ăшă çырусем вĕçтерĕç

Ырă та çепĕç сăмах йывăр лару-тăрура чуна ăшăтать, кăмăллă парне хавхаланатарть. Çак шухăша тĕпе хурса Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ Раççейре иртекен ырă кăмăллăх ĕçне хутшăнать. Хăйсен тивĕçне пурнăçлакан салтаксемпе çар çыннисем валли кăмăллă парнесем хатĕрлерĕç республикăра. Анне чĕри яланах тĕпренчĕксемшĕн пăшăрханать. Ют çĕр çинчи салтаксемшĕн кашни амăшĕн чунĕ пăлханать. Кĕçĕнрех ӳсĕмри ачасем те салтаксене хальхи вăхăтра йывăр килнине чухлаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ тĕрлĕ тĕслĕ сăрăпа ӳкернĕ ӳкерчĕксем, илемлĕ хутран ăсталанă кăмăллă парнесем хатĕрленĕ. Хавхалантаракан сăмахсене йĕрке хыççăн йĕрке çырусенче шăрçаланă. Кашни районтан кирлĕ хатĕр-хĕтĕр пухнă. ИРИНА ОБЛИМОВА: «Ытларах ĕнте аслă ăрури çынсем пĕтĕм чун-чĕререн пăшăрханаççĕ паянхи пурнăçра çавăн пек ĕçсем пулса тухнăшăн. Çавăнпа та салтаксене пулăшас тесе парнесем пуçтарма питĕ туслăн пуçĕнчĕç ĕнтĕ. Шкул ачисем те пирĕнпе перле ĕçлерĕç ĕнтĕ. Шкулта вĕренекен ачасем пылак çимĕçсем, парнесем илсе пычĕç тата унсăр пуçне çырусем те çырса хатĕрленĕ». Курупкăсене салтаксем патне илсе çитерĕç. «Тен, çапла майпа тăван кĕтес вăйне те, эпир вĕсемпе пĕрле пулнине туйса илĕç салтаксем», – палăртаççĕ парнесем хатĕрлекенсем.



НТРК
06 апреля 2022
17:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter