Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Ҫар комиссариачĕсен ĕҫченĕсен кунĕпе саламлани

Чăваш Республикин ҫар комиссариачĕсен хисеплĕ ĕҫченĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Эсир патшалăхăн оборона хăватне ҫирĕплетес ĕҫре уйрăм вырăн йышăнатăр, ачасемпе ҫамрăксене патриот воспитанийĕ парас енĕпе хастар ĕҫлетĕр.

Умри тĕллевсен кăткăслăхĕ, вĕсем тĕрлĕ енлĕ пулни ведомство сотрудникĕсене профессионализм, кăмăл-сипет тĕлĕшпе пысăк требованисем кăларса тăратаҫҫĕ. Чăваш Республикин ҫар комиссариатĕнче професси ăсталăхĕпе уйрăлса тăракан, Тăван ҫĕршыва, тивĕҫе парăннă специалистсем ĕҫлеҫҫĕ. Пирĕн пĕрлехи ĕҫ пахалăхĕн кăтартăвĕ - Чăваш Ен ҫамрăкĕсен ҫарти ят-сумĕ, регионăн призывниксене ҫар службине хатĕрлес енĕпе малтисен йышĕнче пулни.

Сире пурне те ҫирĕп сывлăх, телей, ырлăх, Тăван ҫĕршыв аталанăвĕшĕн тăвакан ĕҫре ҫитĕнӳсем тума сунатăп!


Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                Олег Николаев.

 



08 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter