Донбасс халӑхӗ валли 11 миллион тенкӗ пухнӑ

94 çулти Анатолий Подгорнов Донбассра нушаланакансене пулăшма хăй пухса пынă 400 пин тенкине панă.

Улатăр хулинче пурăнакан ĕç ветеранĕ çак укçана ачасене пулăшмашкăн яма ыйтнă. Украина çĕрĕ уншăн ют мар. Вăл 1984 çулта Днепропетровск облаçĕнчи Никополь хулине ĕçлесе пурăнма тухса кайнă. Тăван тăрăхне 2000 çулсен пуçламăшĕнче кăна таврăннă. Палăртмаллла, Чăваш Енре пурнакансем Донецк тата Луганск Республикисен халăхне пулăшма 11 миллион тенкĕ ытла пуçтарнă. Пуринчен хастар ку ырă ĕçе Вăрнар, Патăрьел, Элĕк тата Куславкка, Елчĕк тата Шупашкар, Çĕрпÿ тата Йĕпреç, Комсомольскипе Хĕрлĕ Чутай районĕсем хутшăннă. 

Тĕплĕнрех



07 апреля 2022
17:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter