Паян Чӑваш Ене Донбасран иккӗмӗш ушкӑнпа 446 çын килсе çитнĕ

Паян Чӑваш Ене Донбасран иккӗмӗш ушкӑнпа 446 çын килсе çитнĕ

Ҫĕрле ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Шупашкарти чукун ҫул вокзалне поезд килсе ҫитнĕ, унпа пĕрле ирĕксĕр куҫса килекен 466 ҫын килнĕ пирĕн тăрăха. Палăртмалла, вĕсенчен 166-шĕ ачасем. Йывăр лару-тăрăва лекнисене вырăнти влаҫри ҫынсем, медицинăра тăрăшакансем, Раҫҫей МЧС Чăваш Енри Управленийĕнче  тăрăшакансем, волонтерсем кĕтсе илнĕ, ҫынсене вăхăтлăха ятарлă учрежденисене вырнаҫма пулăшнă.

МЧС курсанчĕсем пуйăсран анакансен кутамккисене йăтма, сусăрсене антарма пулăшнă. Нуша хăваласа килнисен хушшинче ачасемпе амашĕсем, ватăсем, сусăрсем ытларах. Хăйсем тĕллĕн утайманнисем те пур. 

«Объектсене малтанах тĕплĕ хатĕрленĕ. Нимĕнле чăрмав та сиксе тухман, туххăмрах пурне те вырнаҫтарса пĕтернĕ. Татса паман ыйтусем те тăрса юлман», – тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  «Чăваш Ене килнисене кирлĕ пек хăтлă условисемпе тивĕҫтереҫҫĕ. Ĕҫ хучĕсене йĕркелесе пама та витĕм кӳреҫҫĕ ятарлă специалистсем. Ачасене тӳрех шкулсене вырнаҫтарнă. Вĕсем малашне хăйсен пĕлĕвĕсене ӳстерсе пырайраҫҫĕ.  Пĕр сăмахпа каласан, аталанса, тавра курăмлăха ӳстерсе пыма мĕнпур условисем ҫителĕклĕ йĕркелесе панă», – тесе сăмаха ҫавăрнă вăл.

Палăртса хăваратпăр, пирĕн республикăна Донбасран иккĕмĕш тапхăрпа килсе ҫитнĕ ирĕксĕр куҫса килекенсем, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ҫынсем.

Аса илтеретпĕр, ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Шупашкар хулине пурĕ 446 ҫын килнĕ, вĕсенчен 90-шĕ ача.  Вĕсене «Вега», «Салампи», «Мечта», «Алый парус» кану ҫурчĕсене вырнаҫтарнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, Чăваш Ене 1053 ҫын куҫса килнĕ. Вĕсене хăтлă условисемпе тивĕҫтернĕ, медицина пулăшăвне вăхăтра параҫҫĕ, социаллă тĕрев те вăхăтра куҫса пырать вĕсем патне. Пĕр хуччен парса тивĕҫтермелли укҫа 10 пин тенкĕне те туллин кĕске вăхăт хушшинчех пурне те тивĕҫтереҫҫĕ.  Олег Николаев нушана лекнĕ халăха ăнланса пулăшу пама пикенекен мĕнпур ҫынна тав тунă, йывăр лару-тăрура пăрахса хăварманнишĕн ырланă.

«Вĕсен шухăш-кăмăлне тĕпе хурăпăр. Енчен те ĕҫлеме шухăшлаҫҫĕ пулсан, май пур таран тивĕҫтерме пикенĕпĕр. Чылай предприятипе организацисенче вĕсене хапăл тусах йышăнма хатĕр.     Тепĕр тесен, вĕсене пурăнма та условисем хатĕрлесе пама тăрăшаҫҫĕ вĕсем. Трактăр тăвакансен завочĕ, «Юрма», «Химпром» тата ытти предприятисем паян тесен, паянах ĕҫе вырнаҫтарма пултараҫҫĕ ятарлă специалистсене.  Кăмăл пулсан, хушма пĕлӳ илме те условисем хатĕрлесе пама план пур. Енчен те вара, кăмăл пулсан, кайран  лару-тăру ырă енне куҫсан, каялла та тăван ҫĕре хăйсем патне кайма пултарайраҫҫĕ», - тесе каланă сăмаха ҫавăрнă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Паянхи куна 19 предприятипе организаци пурĕ 498 ҫынна ĕҫе илме хатĕр. Паллă, хăшĕсем тӳрех пурăнма условисем те хатĕрлесе пама тăрăшаҫҫĕ.  



08 апреля 2022
13:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter