Санкцисен условийĕсенче экономика çирĕплĕхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвĕнче

Паян влаçсен енчен экономика тĕлĕшпе тимлĕх пысăкки лару-тăрăва курса тăма кăна мар, çивĕч ыйтусене татса парас тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнма кирлĕ.

Çакна ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев эрнекун санкцисен условийĕсенче экономика çирĕплĕхне тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен штаб президиумĕн ларăвĕнче тепĕр хут çирĕплетрĕ. Республика шайĕнче тĕрлĕ отрасль енĕпе ĕç ушкăнĕсем туса хунă. Вĕсем предприятисен умне тухса тăракан ыйтусене оперативлă тишкереççĕ, федераци шайĕнче татса памалли сĕнӳсем хатĕрлеççĕ.

Промышленноç министрĕ Александр Кондратьев Раççей Правительстви экономикăна пулăшмалли мерăсен темиçе пуххине ырланине палăртрĕ. Çапах çивĕч ыйтусем татах пур-ха. Калăпăр, предприятисем лизинг мелĕпе туяннă техникăшăн, оборудованишĕн тӳлес тĕлĕшпе йывăрлăхсем тухса тăнă — патшалăх енчен пулăшу кӳни вырăнлă пулмалла. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, федерацин Промышленноç аталанăвĕн фончĕ валли хушма укçа уйăрнă, ăна Тĕп банкăн тĕп ставкине компенсацилемелли грантсен шучĕпе валеçĕç.

Олег Николаев лизинг ыйтăвне уйрăммăн предприятисемпе хăйсемпе пухăнса тишкерме сĕнчĕ. Ыйту анлă. Пĕр енчен — оборудование çак мелпе туянакансем. Тепĕр енче вара — техникăна лизингпа сутакансем. Ку мелпе пирĕн машиностроени отраслĕ те анлă усă курать. Икĕ ен интересĕсене те шута илекен йышăнусем кирлĕ.

Строительство министрĕ Павел Данилов паянхи лару-тăрура патшалăх контракчĕсемпе подрядчиксене аванс шучĕпе укçапа тивĕçтерни пысăк пĕлтерĕшли çинчен каларĕ. Çакă вăхăт иртнĕ май строительство материалĕсем хакланни хушма чăрмавсем кăларса тăратасран сыхланма та пулăшмалла. Укçа пулсан подрядчиксем стройматериалсене маларах туянса хурĕç, кайран вĕсем хакланни такăнтармĕ.

Транспорт министрĕ Владимир Осипов та лизинг пиркиех сăмах пуçарчĕ. Перевозчиксем çĕнĕ автобуссене çак мелпе туяннă, вĕсемшĕн тӳлейменнине кура техникăна каялла илесси те часах. Вăлах Шупашкарти троллейбус управленийĕнчи лару-тăру çивĕччи пирки пĕлтерчĕ. Парăмĕ пысăк — татма укçа çук. Çакă пандеми тапхăрĕнче пассажирсен шучĕ палăрмаллах чакнипе те сăлтавланнă — управлени вĕсен йышĕпе 2019 çулхи шая ниепле те тухаймасть.

Электроэнерги парăмĕ пысăк. Предприяти энергосбыта çак ресурсшăн çирĕп мар тарифпа тӳлени ĕç-пуçа пушшех йывăрлатать. Депосене арендăна парса, ытти енĕпе тăкаксене чакарма тăрăшаççĕ — 23 миллион тенкĕ перекетленĕ, анчах çакă кăна çивĕчлĕхе сиреймест. Финанс министрĕ Михаил Ноздряков энергетиксем хăйсене укçа тӳлекен предприятие пусарса тĕп тăвас тĕллев тытнине ĕненесшĕн пулмарĕ. Ун шучĕпе, ку тĕслĕхре ЧЭСКпа калаçса татăлас енĕпе çителĕксĕр ĕçлени куçкĕрет. Ирĕксĕрех хăй вăхăтĕнче Чăвашавтотранс пирки те çине-çинех çакнашкал калаçусем пулни аса килчĕ. Унăн та парăм пысăкчĕ, влаçсем шавларĕç-шавларĕç — кăлăхах, мĕнешкел предприяти пĕтрĕ…

Олег Николаев транспорт предприятийĕсене, перевозчиксене республика енчен пулăшни пассажирсене илсе çӳрессин пахалăхĕнче тивĕçлĕ кăтартусем кӳмелли пирки асăрхаттарчĕ. Ку енĕпе вара вăл ырă улшăнусене курмасть-ха. Хăй те час-часах руль умне ларать те — маршруткăсен водителĕсем хăйсене мĕнле тытнине лайăх пĕлет. Çул-йĕр правилисене уямаççĕ, пĕр-пĕринпе «хăваламалла» выляççĕ тата ытти те. Çавăнпа, иккĕленмест регион ертӳçи, маршрутсене виçеллĕ тăвас ыйтусемпе те çине тăрса ĕçлемелле.

www.hypar.ru



08 апреля 2022
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter