«Ҫӗршыв Президенчӗн йышӑнӑвӗсене тĕпе хурса, территорисене аталантарма тĕрлĕ майсемпе усă курма тăрăшмалла», - палăртнă Олег Николаев

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре Сĕнтĕрвăрри районĕнче пулнă, муниципалитетра тăрăшакансемпе, вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕнче ĕҫлекенсемпе канашлу ирттернĕ, палăртнă районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ пирки ҫыхăннă ыйтăвĕсене сӳтсе явнă.
«Мĕнпур ресурссемпе туллин усă курма тăрăшмалла. Раҫҫей Президенчĕ йышăнăвĕсене тĕпе хурса уйăракан ҫăмăллăхсемпе те усă курма пĕлмелле. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне лайăхлатса пыма ырми-канми таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлеме пикенмелле», - тесе каланă Олег Николаев. «Эпир республика шайĕнче ыйтусене туллин татса паратпăр, кирлĕ пек мĕнпур ҫăмăллăх мерисене халăх патне илсе ҫитерме тăрăшатпăр», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.
Инфратытăм кредичĕ уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Территорисен сăн-сăпатне, хăтлăхне улăштарма пысăк тĕрев парать тенĕ вăл. Вĕсене тĕпе хурса объектсем ҫĕклесе лартма аван, тепĕр тесен, пуҫаруллă проектсемпе ĕҫлеме ҫăмăлрах, пур пек кирлĕ объектсене те тĕпрен ҫĕнетсе реконструкцилеме меллĕ пулнине те асăннă республика Пуҫлăхĕ.
«2025 ҫулччен уйăрмалли лимит 5 млрд тенкĕпе танлашать. Иккĕмĕш тапхăрпа куҫакан тĕрев пирки ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетмен-ха хальлĕхе. Пĕтĕмпех хамăртан килет, енчен те лайăх ĕҫлесен, кăтартусем пысăк пулсан, лимит та ӳсĕ», - тенĕ вăл. Апла пулсан тĕп тĕллевсенчен пĕри – хастар ĕҫлесси, тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн ҫине тăрсах тăрăшасси. Палăртнă мероприятисене комплекслă йĕркелесе пыни те вырăнлă.
Кашни территоринче проектсене халăхпа пĕрле сӳтсе явмалла. Вĕсене Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе ҫыхăннă Комплекслă программăна кĕртсе хăварнă. Палăртнă объектсене 2020-2025 ҫулсенче тĕпрен пурнăҫлама план тунă. Кирек-епле проект та халăхшăн усăллă. Ҫулсем, шкулсем, ача сачĕсем, спорт объекчĕсем хута кайни - ҫынсемшĕн паха.
«Территорисенче пăхса хăварнă объектсем пĕр-пĕринпе ҫыхăнса тăмалла. Енчен те пĕр объекта хăпартса лартсан, тепри валли те проекта хатĕрлесех тăратмалла. Тепĕр тесен, пĕр пекрех проектсем туни те тухăҫлă, йăнăшсем пулмĕҫ, хаксем те шайлашуллă пуласси куҫ кĕретех», - тесе каланă сăмаха малалла тăсса Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ăнсăртран мар пулĕ, Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе йышăннă Комплекслă программăна тăтăшах Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн ларăвĕнче тĕплĕн тишкереҫҫĕ.
«Хăтлă условисем пулсан, предпринимательлĕх тытăмне те вăй илсе пыма аван», - тенĕ Олег Николаев. «Усăсăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсем пачах та пулмалла мар, вĕсене пурне те пусă ҫаврăнăшне кĕртме пикенмелле. Ҫырмасем те ахалех юхăнса выртмалла мар, вĕсенче те ял хуҫалăхĕ валли усăллă таварсем лартса ҫитĕнтерме майсем тумалла», - тенĕ регион Ертӳҫи. Тĕслĕх вырăнне хăмла лартса ҫитĕнтересси пирки каласа кăтартнă. Аса илтеретпĕр, нумаях пулмасть палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев РФ вице-премьерĕпе Викторий Абрамченкопа тĕплĕн сӳтсе явнăччĕ. Пирĕн республикăра уйрăмах хăмла лартса ҫитĕнтерме питĕ чаплă условисем пуррине палăртнă ертӳҫĕсем.
Импорта улăштарас тапхăрта шăпах та, хамăр тăрăхра калăпланса тухакан таварсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулмалла. Мĕн авалтан, Сĕнтĕрвăрринче хăмла ҫитĕнтернĕ, вĕсен паха ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре. Вăл территоринче ĕҫе малалла та пуҫарса ярсан вырăнлă пулассине те палăртаҫҫĕ сумлă ертӳҫĕсем.
Олег Николаев муниципалитет ертӳлĕхне пысăкрах тĕллевсем лартма чĕнсе каланă. Палăртнă ĕҫсене пурнăҫлассинче вырăнти депутатсен те витĕм кӳме тăрăшмаллине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.
Республика Пуҫлăхĕ каланă тăрăх, муниципалитетăн малашнехи аталану ҫул-йĕрĕсем пур-ха, пуласлăх патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хумаллине те палăртнă вăл. «Чылай кăтарту Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн министерствине пула пулса пырать, вĕсем вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсемпе алла-алăн тытăнса, пĕрне-пĕри пулăшса пыраҫҫĕ». – тенĕ вăл.
Регион Пуҫлăхĕ бизнес-пĕрлешӳре ĕҫлекенсен пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма яланах тĕрев пама хатĕррине те палăртнă. «Енчен те проектăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине ҫирĕплететĕр пулсан, тухăҫлăха ӳстерме витĕм кӳнине ăнлантарса парайратăр пулсан, паллах сире пулăшма эпир хамăр енчен хатĕр», - тенĕ Ертӳҫĕ.
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн сăмахĕнче Сĕнтĕрвăрринче вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем сахал маррине каланă, республикăра палăртнă муниципалитет 17-мĕш вырăнта тăнине асăннă. Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономикине аталантарассипе йышăннă Комплекслă программăна Сĕнтĕрвăррисен 20 проект кĕнĕ, вĕсене валли 2,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă вăл. Палăртма кăмăллă инвестициллĕ проектсем те сахал мар, кăтарту 13 танлашать, вĕсене валли 2,3 млрд тенкĕ тăкаклама плана кĕртнĕ.
Пуласлăхри ыйтусем, йывăрлăх кăларса тăратакан самансем пирки те чарăнса тăнă канашлăва пухăннă ертӳҫĕсем. Вĕсемпе тĕплĕнрех Чăваш Республикин вице-премьерĕсем: Сергей Артамонов, Павел Данилов тата Чăваш Республикин промышленноҫпа энергетика министрĕ Александр Кондратьев тĕплĕн ăнлантарса панă.