Коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса тирпейлемелли инфратытӑма йӗркелеме Чӑваш Ен пӗр миллиард тенкӗ таран илме пултарассине каланă Олег Николаев

Коммуналлӑ хытӑ каяшсене пухса тирпейлемелли инфратытӑма йӗркелеме Чӑваш Ен пӗр миллиард тенкӗ таран илме пултарассине каланă Олег Николаев

«Российский экологический оператор» ППК генеральнăй директорĕпе Денис Буцаевпа кун пирки калаҫса килĕшнĕ.  Ырă хыпара Чăваш Ен Пуҫлăхĕ йăлана кĕнĕ тăрăх иртекен «Эрне пĕтĕмлетĕвĕ» кăларăмра пĕлтернĕ.

«Ҫитес ҫулсенче Чăваш Республикине ПК РЭО ТКО инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарма пĕр миллиард тенкĕ укҫа куҫарма тĕллев лартнă.  Паллă, проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре пысăк тĕрев. Усал ҫӳп-ҫапа уйăрса пухса тирпейлессипе капмар объектсем пурнăҫа кĕртесшĕн.  Тĕллев пысăк, 2030 ҫулсем вĕҫлениччен мĕнпур йăлари хытă каяшсене уйрăммăн пухса тирпейлесе пыма вĕренсе ҫитмелле, ахаль кăна саланса выртакан сӳп-ҫап куписем пачах та пулмалла мар, вĕсене пурне те пăрахăҫламалла. Халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса сывлăшпа тивĕҫтересси, хăрушсăрлăха малти вырăна хума тăрăшасси ыйтусем  питех те пĕлтерĕшлĕ», -  тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Сăмах май, Олег  Николаев 2022 ҫулта пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче ТКО территорийĕн схемине тӳрлетӳсем кĕртнине те хыпарланă.  Вĕсене шута илсе, Чăваш Республикинче хушма объектсем пулĕҫ. Усал ҫӳп-ҫапа пухса, вĕсене уйăрса тирпейлесе пыни пĕлтерĕшлĕ. Ăна валли те ятарлă технологисене тĕпе хурса, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен объектсем хута ямалла. Иккĕмĕш тапхăрпа тепĕр тĕрлĕ таварсем усал ҫӳп-ҫапсенчен тирпейлесе кăларсан та, тен вырăнлă. Апла пулсан, йăлари хытă каяшсене пăрахăҫласа кăна пыни ҫителĕксĕр, вĕсемпе усă курса, тепĕр йышши таварсем калăплама пикенмелле. Кун пирки  ҫирĕппĕн каланă республика Ертӳҫи.  

Ҫĕнĕ проектсемпе килĕшӳллĕн, 2024 ҫулсем тĕлне йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлемелли объектсем тăваттă тăвасшăн. Вĕсем: Патăрьелĕнче, Вăрнарта, Канашра, Муркашра хута каясси те куҫ кĕретех. 2023 ҫулта Йĕпреҫри, Куславккари, Ҫĕрпӳри объектсене рекультивацилеме плана кĕртнĕ. 2024 ҫулта Ҫĕмĕрле хулинчи, Улатăр хулинчи тата Пăрачкав районĕнчи свалкăсене тирпейлесе пуҫтарма палăртнă.

Маларах, палăртнă ыйтусене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕпе Виктор Абрамченкопа сӳтсе явнă, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварнă пулнă. Йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлес ыйту кулленхи пурнăҫри чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать, вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пурсăмăрăн та таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлесе пыма вĕренсе пымаллине те каланă ертӳҫĕ.

«Генеральнăй уборка» федераци проектне пирĕн тăрăхри объектсене кĕртсе хăварасси пирки заявкăна та пăхса тухнине, ырланине пĕлтернĕ вăл.   Крсноармейски ял поселенийĕнчи ТКО свалкипе полигон, Ҫĕрпӳ районĕнчи, Каҫал ен ял поселенийĕнчи, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи, Ҫĕмĕрле ял поселенийĕнчи,Йĕпреҫ районĕнчи, Пăрачкав тата Улатăр хулинчи объектсене пурнăҫа кĕртесси те пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.  Енчен те палăртса хунисем пĕтĕмпех пурнăҫлансан, ҫĕрсене каялла пусă ҫаврăнăшне кĕртсе, ял хуҫалăхĕнче усă курма майсем уҫăлĕҫ.  Тепĕр тесен, халăхăн пурнăҫ условийĕсене те лайăхлатса пыма аван пулĕ.        



11 апреля 2022
08:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter