Олег Николаев влаҫ органӗсен XX спартакиадине уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

Олег Николаев влаҫ органӗсен XX спартакиадине уҫнӑ ҫӗре хутшӑннӑ

«Эпир кашни кунах патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсемпе ĕҫлетпĕр: наци проекчĕсем,  патшалăх программисем тата ыттисем те – вĕсем пурте республикăра пурăнакансен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассипе ҫыхăннă. Ĕҫре ăнăҫлă пулас тесессĕн, сывă пурнăҫ йĕркине те тытса пыма пĕлмелле, пĕрлĕхре вăй, кирек-хăҫан та пĕрле пухăнса ĕҫлеме тăрăшмалла, спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнмалла», - тесе каланă мероприятине пухăннисене саламланă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Патшалăх влаҫ органĕсенче ĕҫлекекнсен XX-мĕш Спартакиади ку хутĕнче те питĕ анлă иртнĕ, унта хутшăнма кăмăл тăвакансем хапăл тусах йышăннă спорт уявне.  

Усал кăшăл вирус амакĕ лăпланса пынă май, пуҫласа республикăра ҫакăн евĕр пысăк спорт уявĕ иртнине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  Мероприяти сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма хистенине, ҫитĕнекен ăрăва спорта юратма вĕрентнине каланă вăл. «Паллă, паян мала тухакансене валли тĕрлĕ парнесем кĕтеҫҫĕ.  Спорт уявне хутшăнакансене пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп. Эпир мероприятине хутшăнакансем пурте малтисем», - тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.   

Ушкăнпа иртекен ăмăртусене эстафета йĕркипе йĕркеленĕ.  Кашни ушкăна тăватă ҫын кĕрет, вĕсенче икĕ арҫынпа икĕ хĕрарăм. Арҫынсем икĕ ҫухрăма парăнтарнă, хĕрсем пĕр ҫухрăма.

Палăртса хăваратпăр, Спартакиадăна спортăн 14 тĕсне кĕртсе хăварнă: йĕлтĕрпе чупассине, шашка, шахмат, баскетбол, дартс, мини-футбол, хутăш эстафета, каната туртасси, ҫурран чупасси, пăшалтан пересси, сĕтел ҫи теннис, волейбол, шывра ишесси, ГТО. Хастарсем палăртнă спортăн тĕрлĕ тĕсĕсенче хăйсен ăсталăхне кăтартĕҫ, мала тухассишĕн ырми-канми тăрăшĕҫ.



11 апреля 2022
07:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter