Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чӑваш Енри тӑхӑр шкулта тӗпрен юсав ĕҫĕсем тытăнĕҫ

Ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа Чӑваш Енри тӑхӑр шкулта тӗпрен юсав ĕҫĕсем тытăнĕҫ

2022 ҫулта ака-ҫурла уйăхĕсенче пĕтĕмпе 12 шкула тĕпрен юсаса ҫĕнетме плана кӳртнĕ. Объектсенче строительство ĕҫне тытăнма подрядчиксене те палăртнă.

2022–2023-мĕш ҫулсенче пурĕ 31 шкула юсама тĕллев тунă, вĕсенче пурĕ 19 пин ача вĕренет. Пĕтĕмпе палăртнă объектсем 15 муниципалитетра вырнаҫнă.  Ҫĕртме уйăхĕнче тата та 18 объекта тĕпрен юсама плана кĕртнĕ,  строительство ĕҫне 2023 ҫулта вĕҫлеме тĕллев лартнă.  Тепĕр пысăк объект Шупашкар хулинчи 10-мĕш №-лĕ шкул, ăна 2023 ҫулта тĕпрен юсаса ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  

Шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене ирттернĕ чухне, ачасен вĕрентӳ тапхăрне чармаҫҫĕ, ҫаплипех малалла вĕрентме шутлаҫҫĕ.

Чăваш Республики пуш уйăхĕнче РФ Ҫут ĕҫ министерствине хушма заявка тăратнă, унта 2023 ҫулта тата та тепĕр 22 шкула ҫĕнетсе улăштарасси пирки ыйтса ҫырнă.  Объектсем республикăри 11 муниципалитетра вырнаҫнă. Вĕсене ҫĕнетсе улăштарма 1,7 млрд тенкĕ тăкакланасси те куҫ кĕретех пулĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ĕҫ хучĕсене туллин тата тивĕҫлĕ шайра йĕркелесе хума хушнă.  «Раҫҫей Федерацин Правительстви яланах ырă ĕҫсемпе пулăшма хатĕр, май пур таран кирлĕ пек тĕревсем пама тăрăшать. Енчен те пысăк тĕллевсем хамăр ăва лартатпăр пулсан, паллă пире РФ Правительстви те пулăшасси куҫ кĕретех пулĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   «Эпир тата та ытти пулăшусем пирки те шутлама пултарайратпăр.  Палăртса хунă  объектсене туллин пурнăҫа кĕртессинче ĕҫсене хăвăртлатса пыни пĕлтерĕшлĕ. Ҫулталăк вĕҫлениччен ĕҫсене пурнăҫа кĕртсе пĕтермелле.  Палăртса хунă шкулсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе ирттересси пирки ĕҫ хучĕсене  тивĕҫлĕ шайра хатĕрлесе ҫитермелле», – тенĕ вăл.

Палăртма кăмăллă, 2021 ҫулта Чăваш Ен вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен комплекслă модернизацилесе пырассипе комплекслă программа пуҫарса янă. Ку ыттисемпе танлаштарсан, чи малтан тытăннă ĕҫ пулать.  Енчен те объектсенче 50 процента ытла юрăхсăра тухнă пулсан, вĕсене ҫĕнетсе улăштармалли ятарлă план хатĕрленĕ, графикпа килĕшӳллĕн строительство ĕҫĕсене пурнăҫласа пыраҫҫĕ.  Пирĕн паха пуҫарăва шута илсе, федераци программинче те ҫапла ĕҫлесе пыма ятарлă ĕҫ хутне пăхса хăварнă. Шкулсенче, ача сачĕсене ҫĕнетсе улăштарасси тĕп ыйтусенчен пĕри тесен те йăнăшах мар пулĕ.

Чăваш Республикин вĕренӳпе ҫамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров хăйĕн сăмахĕнче республика программине тĕпе хурса регионти 53 шкулпа 35 ача садĕнче хĕрӳ ĕҫсем пынине пĕлтернĕ. Вăл ĕҫсене 2021 ҫулта тытăннине те асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май. Объектсене пурнăҫласа пыма 2 млрд тенкĕ тăкакланма палăртнă. Тĕпрен юсав ĕҫĕсене 26 шкулпа 25 ача садĕнче вĕҫленĕ.  Кунта условисем хăтлă, вĕренме мĕнпур хатĕрсем ҫителĕклĕ пулнине асăннă ведомство ертӳҫи.

Федераци программипе килĕшӳллĕн, Чăваш Ен 2,3 млрд тенкĕ илет. Пиллĕк ҫул хушшинче хушма тĕревпе 124 объекта ҫĕнетсе улăштарма плана кĕртнĕ.  «Республика тата Федераци хыснисенчен уйăракан укҫа-тенкĕпе пурĕ 177 шкула тĕпрен юсама палăртнă», - тенĕ ведомство ертӳҫи.

Сăмах май, хăш-пĕр ҫитменлĕхсем пирки те палăртнă ертӳҫĕ, 27 шкулпа 10 ача сачĕсен территорийĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртессипе кирлĕ пек шайра ĕҫсене туса пĕтерменнине те каланă вăл. 2022 ҫулта тавралăха тирпей-илем кĕртме пĕтĕмпе 530 млн тенкĕ пăхса хăварнине палăртнă ведомство ертӳҫи.  Асăннă укҫа-тенкĕпе 12 шкулпа 10 ача сачĕн территорийĕсене хăтлăлатма плана кĕртнĕ.  Пуласлăхри тĕллев те пысăк – тата та 15 шкул территорийĕне тирпейлемелле, ăна валли хушма 415 млн тенкĕ кирлĕ пуласса пĕлтернĕ министр.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев ытти объектсене тĕпрен юсассипе ятарлă йышăну ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ хыҫҫăн пулассине палăртнă.

 

 



12 апреля 2022
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter