Чăваш Ен Донбасс çыннисене тарават

Шăматкун патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçченĕсен спартакиади уçăлчĕ те — тунтикун ирттернĕ канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пĕлтерĕшне пысăка хурса хакларĕ: «2021 çулта çак мероприятине пандемие пула йĕркелеменччĕ. Халĕ тепĕр хут пуçартăмăр — ырă пулăм».

Калаçăва тăснă май Олег Николаев федераци центрĕ юлашки вăхăтра экономикăна, граждансене пулăшас тĕллевпе нумай йышăну туни çинчен пĕлтерчĕ. Çав шутра — патшалăх контракчĕсене пурнăçлассипе çыхăннисем те. Калăпăр, унччен подрядчиксемпе ĕçсене вĕçленĕ хыççăн 15 кунран кая юлмасăр татăлмалла пулнă, халĕ çак вăхăта кĕскетнĕ — пурнăçланă ĕçсемшĕн 7 кунра туллин тӳлемелле. Паллах, ку экономикăшăн лайăх, анчах, асăрхаттарчĕ Олег Алексеевич, васкавлăха тивĕçтернипе пĕрлех ĕçĕн пахăлăхĕ пирки те манмалла мар — ку енĕпе яваплăха никам та пăрахăçламасть.

Кун йĕркинчи тĕп ыйту Донбасран тарса килнĕ çынсене йышăнса вĕсен кунти пурнăçне йĕркелесси пирки пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, ака уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне Чăваш Ен Украинăран тарса килнĕ 1075 çынна йышăннă. Вĕсенчен 253-шĕ — ачасем. 912 çынна пысăк ушкăнсемпе пуйăспа илсе килнĕ, 163 çын кунта хăйсем тĕллĕн çитнĕ. 1 пин ытла çынна централизациленĕ майпа санатори-профилакторире вырнаçтарнă, 132-шĕ тăванĕсем патĕнче кĕтес тупнă. Кунта килнисенчен пĕр пайĕ Чăваш Енпе сыв пуллашма та ĕлкĕрнĕ иккен: 11-шĕ ют çĕршывсене куçнă, 44 çын Раççейĕн урăх субъекчĕсене тухса кайнă.

Тарса килнисен хушшинче хевтесĕр çынсем, вырăнпах выртакансем пур — вĕсене сиплес, пулăшас тĕлĕшпе мĕн кирлине пĕтĕмпех тăваççĕ. Çитĕннисене — кунне виçĕ, 18 çул тултарман ачасемпе çамрăксене тăватă хутчен апатлантараççĕ.

Вăй питтисем кунта ĕçе вырнаçма та пултараççĕ. Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова вун-вун предприяти — трактор, Сĕнтĕрвăрринчи кабель завочĕсем, «Яхтинг», ыттисем — вĕсене ĕçе йышăнма хатĕррине пĕлтернĕ. Водительсем, бухгалтерсем, инженер-технологсем, ытти специалист кирлĕ — çак список тата хушăнать. Хальлĕхе тăватă çын ĕçе вырнаçнă.

Перекет банкĕ вĕсем валли кунта гривнăсене тенкĕпе улăштарассине те йĕркелет — Шупашкарта ятарлă обменник ĕçлеме пуçлать. Республикăра пурăнакансем нушаллăскерсем тĕлĕшпе тарават пулнине палăртма кăмăллă. Ыр кăмăллăх акцине хутшăнса кĕске вăхăтра 11 миллион тенкĕ пухнă. Улатăрти ĕç ветеранĕ Анатолий Подгорнов, 94 çултискер, 400 пин тенкĕ панă, çак укçапа Донбасс ачисем валли усă курма ыйтнă. «Ватăсем хăйсем те нуша курнă та — пулăшма хатĕр. Чуна пырса тивмелле позици…» — терĕ кун пирки Олег Николаев.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров Украинăран килнĕ ачасен вĕренĕвне йĕркелес енĕпе ĕçленипе паллаштарчĕ. Ачасен пĕр пайĕ, кунта маларах килнисем, шкула çӳреме тытăннă та ĕнтĕ. Донбасс ачисем Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, Шупашкар, Муркаш районĕсенчи шкулсенче вĕренĕç.

www.hypar.ru



12 апреля 2022
07:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter