Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Авиаципе космос отраслӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Тӳрех виҫӗ космонавтӑн, пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗрсен – Андриян Николаевпа Николай Бударинӑн тата Муса Манаровӑн – тӑван ҫӗршывӗ пулнӑ май, Чӑваш Республики, кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, тӗнче уҫлӑхӗпе хӑйне майлӑ уйрӑм ҫыхӑну тытакан регион шутланать!

Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ чылай ҫын космодромсенче вӑй хунӑ тата халӗ те вӑй хурать, республикӑра ракетӑпа космос промышленноҫӗн предприятийӗсем­пе тачӑ ҫыхӑннӑ организацисем ӗҫлеҫҫӗ.

Пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр, виҫҫӗмӗш космонавт Андриян Григорьевич Николаев тӗнче уҫлӑхне вӗҫнӗренпе 60 ҫул тултарнӑ ҫулталӑкра эпир вӑл ҫуралса ӳснӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл салинче ун ячӗллӗ музей комплексне кӗс­ке вӑхӑтра юсаса ҫӗнетес ӗҫе пуҫӑнма йышӑнтӑмӑр. Ҫав хушӑрах ҫӗнелнӗ комплексӑн экспозицийӗсене пуянлатма «Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗ хастарлӑн хутшӑ­насси паллӑ.

«Роскосмос» патшалӑх корпорацийӗ тӑрӑшнипе Чӑваш Ен хӑйӗн символикине ӳкренӗ ракетӑна Байконур космодромӗнчен уҫлӑха вӗҫтернӗ Раҫҫей Федерацийӗн пӗрремӗш субъекчӗ пулса тӑчӗ.

Сире пурсӑра та ӑнӑҫусем, сывлӑх, телей тата професси ӗҫӗ-хӗлӗнче ҫӗнӗ ҫи­­тӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                              Олег Николаев



12 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter