Бюджет тупăшĕ пĕлтĕрхинчен пысăкланнă

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура Правительствăн маларах кăларнă йышăнăвĕсене, патшалăхăн темиçе программине улшăнусем кĕртессине, виçĕ саккун проектне ырларĕ. Çав шутра — Донецк, Луганск халăх республикисен, Украина территорийĕсенчи ятарлă çар операцийĕнче пуç хунă ентешсен çемйисене пулăшассипе çыхăннă саккун проекчĕ.

Финанс министрĕ Михаил Ноздряков республикăн 2021 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, 2020 çулта пандемие пула вак суту-илӳ, общество апатланăвĕн, экономикăн ытти хăш-пĕр секторĕн кăтартăвĕсем палăрмаллах чакнă, анчах 2021 çулта вĕсем хăйсен позицийĕсене тавăрма пултарнă, çакă, паллах, республика бюджетне пурнăçлассине те ырă витĕм кӳнĕ. Бюджет тупăшĕ 77,4 милиард тенкĕпе танлашнă — умĕнхи çулталăкринчен чылай пысăкрах. Çав шутра хамăрăн тупăш та ӳсĕмлĕ пулнине палăртма кăмăллă. Çынсен вăтам ĕç укçи те хушăннă.

Наци проекчĕсем валли пысăк укçа уйăрнă. Хăрушлăхсăр паха çулсем тăвассипе, экологипе, демографипе çыхăннă проектсем валли уйăрнă укçапа тухăçлă усă курнă, сывлăх сыхлавне, вĕрентĕве, туризма аталантармалли проектсем тĕлĕшпе вара укçана туллин ĕçе кĕртеймен. Медицина, Шупашкар заливĕн реконструкцийĕ, Ишлейри ФСК строительстви, ача сачĕсем валли уйăрнă укçан пĕр пайĕ юлнă, анчах Мускав вĕсене пирех парĕ — çав объектсемпе çыхăннă ĕçсем кăçал малалла тăсăлĕç.

Михаил Геннадьевич пĕлтĕр муниципалитетсене пулăшас енĕпе тăкаксем пысăк пулнине палăртрĕ. Хуласемпе районсене панă трансфертсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 10% хушăнса 28,7 миллиард тенкĕрен иртнĕ. Республика пĕлтĕр патшалăх тупăшне 918 миллион тенкĕ чухлĕ чакарма пултарнă, халь вăл 7,97 миллиард тенке яхăн. Парăм пĕтĕмпех тенĕ пекех — бюджет кредичĕн шучĕпе капланнăскер. Унăн виçи пысăк пулманни Мускав пулăшăвĕпе малашне те усă курма май парĕ.

Олег Николаев ыйтăва пĕтĕмлетнĕ май малалли ĕçре пĕлтĕрхи çитменлĕхсемпе пĕрлех паянхи çĕнĕ условисене те тĕплĕ шута илмеллине палăртрĕ, мĕн пур ресурспа тухăçлă усă курмалли çинчен асăрхаттарчĕ.

www.hypar.ru



13 апреля 2022
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter