«Чӑваш Енре ултӑ пин ытла яш-кĕрĕм ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хутшӑнаҫҫӗ», - тенĕ Олег Николаев

«Чӑваш Енре ултӑ пин ытла яш-кĕрĕм ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хутшӑнаҫҫӗ», - тенĕ Олег Николаев

Кун пирки Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Геройĕпе, летчик-космонавтпа тата Шупашкарти 10-мĕш №-лĕ шкулта ҫамрăк космонавтсен ушкăнĕн членĕсемпе телемост ирттернĕ тапхăрта палăртнă. «Чăваш Енре мĕнпур районсемпе хуласенче ултă пин ытла ҫамрăк яш-кĕрĕм вĕҫевҫĕсен шкулĕнче вĕреннĕ. Эсир унта хутшăнни, пуҫаруллă пулни – хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ, пуласлăх патне ăнтăлма хавхалантарса тăрать сире. Сире пула, Чăваш Ене вуншар космонавт килсе курнă.  Вĕсем Чăваш Республикинче пулнă май, ҫитĕнекен ăрăва ҫитĕнӳсем тума, лайăх вĕренсе ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳнĕ», - тесе каланă Олег Николаев уҫă калаҫăва хутшăнма кăмăл тунă Николай Бударина.

СССР летчик-космонавчĕ А.Г.Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Мемориаллă комплексăн директорĕ Александр Тукмаков хăйĕн сăмахĕнче,Николай Бударина пула Шупашкарти 10-мĕш №-лĕ шкулăн ялавĕ уҫлăхра пулса курнине палăртнă. «Тĕнчере кун пекки урăх пулман. Шкул ялавĕ уҫлăхра вĕлкĕшни – ачасемшĕн мăнаҫлăх, унпа вĕсем хавхаланаҫҫĕ, ăна перекетлесе чыслăн упрама тăрăшаҫҫĕ», –тесе пĕлтернĕ вăл.  

2023 ҫулта ҫӳлерех палăртнă шкула тĕпрен юсама плана кĕртнĕ.  Кайран вара космонавтсен музейне уҫма хатĕрленеҫҫĕ.  Ҫĕнĕ пуҫарăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ырланă. Куравсене хатĕрлесе тăратма СССР летчик-космонавт А.Г. Николаев ячĕпе хисепленсе тăракан Мемориаллă комплексра тăрăшакансем хапăл тусах витĕм кӳме хатĕррине хыпарланă. Сăмах май, Николай Бударина та хушма материалсем пухма ыйтнă.     

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Сĕнтĕрвăрринчи Шуршăл салинчи комплекса реконструкцилесси пирки ыйтăва сӳтсе явнă. Вăл ĕҫе пурнăҫлама «Роскосмос»  хастар хутшăнасси те куҫ кĕретех пулĕ.  

Кăҫал ҫурла уйăхĕнче ушкăнпа космоса вĕҫнĕренпе 60 ҫул ҫитет. Ҫĕр чăмăрĕ тавра «Восток-3» чăваш кăйкăрĕ 64 хутчен ҫаврăннă. Кунсăр пуҫне Мемориаллă комплекс хута кайнăранпа 50 ҫул ҫитет. Умра паллă, пĕлтерĕшлĕ пулăмсем.

Николай Бударин шкул ачисемпе калаҫнă, вĕсене кăсăклантаракан ыйтусем ҫине хурав панă. Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме тĕллевсене пурнăҫлама чи малтанах лайăх вĕренсе пымаллине, таса чунпа Тăван ҫĕршыва ĕмĕр юратса пурăнма каланă.  Йывăрлăхсенчен хăрамалла маррине, вĕсене парăнтарма тăрăшмаллине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.  Пуласлăхра тен хăшĕ-пĕри чăнласах та, вĕҫевҫĕ пулса, уҫлăха тухасса та асăннă космонавт.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Николай Бударина уҫă калаҫушăн тав тунă, малашне те пĕр-пĕринпе ĕҫлĕ ҫыхăнусем тытассине палăртнă. Сумлă хăнана яланах хамăрăн тăрăха кĕтсе илме таврават пулнине те пĕлтернĕ Ертӳҫĕ.

«Кăҫал Чăваш Енре паллă ентешĕмĕрсен ҫулталăкĕ тесе йышăннă. Апла пулсан, тăтăшах эсир пирĕн республикăна килсе ҫитĕнекен яш-кĕрĕмпе тĕл пулса уҫă калаҫусем ирттерессине те шанатпăр», - тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Ертӳҫи.



13 апреля 2022
08:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter