Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче

Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче ЧР Хальхи историн патшалăх архивĕн реорганизацийĕ пирки сăмах пулчĕ. Ун пирки культура министрĕ Светлана Каликова калаçрĕ.

«Чăвашкино» киностуди тата электрон документаци архивĕ унăн тытăмне кĕреççĕ. Кинопа тата документаци управлăхĕпе, вĕсемпе усă курассипе çыхăннă тивĕçсене вара Хальхи истори архивĕсĕр пуçне Патшалăх истори архивĕ те йышăнĕ.

Ку çеç те мар: кинематографие аталантарассишĕн малашне НацТВ та яваплă пулĕ. «Чăвашкино» пӳлĕмĕсемпе куçакан пурлăхĕн пĕр пайне Правительство хушăвĕпе маларах шăпах ăна панăччĕ. Светлана Анатольевна çавăн пекех республикăра «Культура» нацпроектпа килĕшӳллĕн уçăлнă тата уçăлакан кинотеатрсен сетьне Çамрăксен театрне парассине пĕлтерчĕ.

www.hypar.ru
 



13 апреля 2022
18:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter