«Советская Чувашия» хаçат тухма пуçланнăранпа 105 çул çитрĕ

«Советская Чувашия» хаçат тухма пуçланнăранпа 105 çул çитрĕ

Паян Пичет çуртĕнче республика Пуçлăхĕ Олег Николаев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов тата цифра министрĕ Кристина Майнина хăнара пулчĕç. Сăлтавĕ те савăнăçлă — «Советская Чувашия» хаçат тухма пуçланăранпа 105 çул çитрĕ.

— Хаçат çултан çул лайăхланса пырать. Редакци паянхи саманапа тан пыни, çĕнĕлĕхĕсене чи малтан ĕçе кĕртни савăнтарать. Социаллă сетьсем, Телеграм канал урлă çынсене тĕрлĕ информаципе вăхăтра тивĕçтеретĕр, тĕрлĕ ыйтупа кăсăклантаратăр. Мобильлĕ пулни вулакансен йышне тытса пыма, интернетри подписчиксен шутне ӳстерме май парать, — терĕ Олег Алексеевич.

Хăнасем пушă алăпа килмен. Акă регион ертӳçи хаçата халалласа хатĕрленĕ ятарлă торт парнелерĕ. Çавăн пекех редакцире ĕçлекенсене наградăсемпе чысларĕ. Тĕслĕхрен, хаçатăн тĕп редакторне Владимир Васильева «ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятне панă. Ыттисем ЧР Пуçлăхĕн Тав сăмахне тивĕçрĕç. Кристина Майнина министр хĕрлĕ курупка тыттарчĕ, анчах унта мĕн пурри вăрттăнлăхра юлчĕ. «Советская Чувашия» хаçат журналисчĕсем çывăх вăхăтра регион ертӳçинчен, спикертан тата министртан интервью илме палăртаççĕ.

www.hypar.ru



13 апреля 2022
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter