Субсидисем бизнеса пулăшĕç - кун пирки ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пăхса тухнă

Пĕлтĕр фонд тупăшĕ тĕпрен илсен Раççей бюджетĕнчен куçарнă укçаран пулнă — 20,9 миллиард тенке яхăн, виçĕм çулхинчен 9% яхăн нумайрах, илнĕ. Ун пирки сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче.

Стационарсенче медпулăшупа 150,5 пин çынна тивĕçтернĕ. Çав шутра 4,9 пин пациент пысăк технологиллĕ пулăшупа усă курнă. Кăнтăрлахи стационарсем 54,5 пин çынна йышăннă, поликлиникăсенчи йышăнусен шучĕ 10,7 миллионран та иртнĕ. Оборудовани туянма тата юсама çулталăк тăршшĕпе 82,3 миллион тенкĕ уйăрнă. Кадрсен дефицитне чакарас тĕллевпе врачсемпе вăтам персонал ĕçĕшĕн тӳлеме 58 миллион тенкĕ ытларах тăкакланă, 19 медицина организацийĕнче медперсонал 93 çын чухлĕ хушăннă.

Ларура çавăн пекех индустри паркĕсем, технопарксем йĕркелеме проектсем суйласа илмелли йĕркене çирĕплетрĕç. Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов каланă тăрăх, хаклав «али» витĕр тухнă проектсене федераци бюджечĕн субсидийĕсене илме РФ Экономика аталанăвĕн министерствине ярса парĕç. Субсидипе управляющи компани технопаркăн инженери, комуналлă, транспорт инфратытăмне тума, объекта электричество, çыхăну линийĕсемпе, газ, ăшă, шыв сечĕсемпе çыхăнтарма, лаборатори, технологи, производство оборудованийĕ туянма, ытти тĕллевпе усă курмашкăн пултарать.

Условисем пур: паркăн управляющи компанийĕ Чăваш Енре регистрациленĕскер пулмалла, унăн устав капиталĕнче патшалăх е муниципалитетсен тӳпи пулмалла мар. Парк лаптăкĕсемпе усă куракан пĕчĕк тата вăтам бизнес хывма палăртакан инвестицисен тӳпи проект хакĕн 20% кая мар пулмалла. ЧР Пуçлăхĕ çакна технопарксем уçассин çĕнĕ çул-йĕрĕ тесе хакларĕ. Сăмах уйрăм çынсен бизнесĕ йĕркелекен индустри паркĕсем пирки пырать. Олег Алексеевич çакăнпа пĕрлех республика патшалăх технопаркĕсене йĕркелес енĕпе те малалла ĕçленине çирĕплетрĕ.

www.hypar.ru



13 апреля 2022
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter