Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисен çемйисене пулăшмалли саккун проектне пăхса тунă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче

Ятарлă çар операцийĕнче пуç хунисен çемйисене пулăшмалли саккун проекчĕпе Министрсен Кабинечĕн юнкунхи ларăвĕнче ĕçлев министрĕ Алена Елизарова паллаштарчĕ.

Вăл каланă тăрăх, çар служащийĕсен, Нацгварди йышĕнче пулнисен, ятарлă операцире пурнăçĕ татăлнăскерсен, çемйисене пĕр хут тӳлекен укçа виçи 1 миллион тенкĕпе танлашĕ. Çак укçана çемье членĕсене пĕрешкел виçепе пайласа тӳлĕç. Çемье членĕсен шутне вилнĕскерсен ашшĕ-амăшĕ, мăшăрĕсем, ачисем кĕреççĕ. Укçапа Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен уйăрĕç. Çак тӳлев çемьесен ытти çăмăллăхне /унашкаллисен шучĕ теçетке çурă патнеллех/ пăрахăçламасть — хуйхăллăскерсем вĕсемпе те туллин усă курĕç.

www.hypar.ru



13 апреля 2022
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter