Чӑваш Республикинче агробиотехнопарк тăвассине Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ Виктория Абрамченко ырланă

Чӑваш Республикинче агробиотехнопарк тăвассине Раҫҫей Правительствин вице-премьерĕ Виктория Абрамченко ырланă

Пахча ҫимĕҫ, ҫĕр улми тата хăмла йышши таварсене тарăн тирпейлесе кăларасси пирки сăмах пырать. Ятарлă тытăм йĕркелесе ярасси ыйту та кун йĕркинчех.

РФ Вĕренӳпе наука министерствине, РФ Ял хуҫлăхăх  министерствине, РФ Финанс министерствине, РФ Экономика аталанăвĕн министерствине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн ҫумĕ Виктория Абрамченко ятарлă хушу панă. Кун пек йышăнăва вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче иртнĕ тĕлпулу хыҫҫăн палăртнă.  «Чăваш Республикинче «Аграрная наука – шаг в будущее развитие АПК» феденраци проекчĕпе  килĕшӳллĕн агробиотехнопарк йĕркелесе ярас ĕҫе витĕм кӳме хушатăп. Йышăннă ĕҫ хучĕсене, предложенисене Раҫҫей Федерацийĕн Правительствине тăратма ыйтатăп», - тесе палăртнă хăйĕн хушăвĕнче вице-премьер.     

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин вице-премьерĕпе Виктория Абрамченкопа тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явнă, ял хуҫалăхĕпе, промышленноҫпа ҫыхăннисене тарăн пăхса тухнă.  Республикăна пур енлĕн те анлăн аталантарса пырассипе ҫыхăннă проекта та тишкернĕ, «Агропрорыв» отрасльсем хушшинчи тытăм пирки те сăмахланă.  

Проектпа килĕшӳллĕн, агротехнопаркăн наукăпа производство пайне йĕркелесе ярасси те планра пур. Пахча ҫимĕҫ, ҫĕр улми таварĕсене тирпейлесе тĕрлĕ йышши паха ытти таварсем калăплас ыйту та кун йĕркинчех. Импорта улăштарас тĕлĕшпе хăмла лартса ҫитĕнтерес, унпа ытти ҫĕрте тарăнрах усă курма пуҫлас ыйту та пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.

Виктория Абрамченко хăйĕн телеграм-каналĕнче ҫӳлерех палăртнă направленисем АПКăн уйрăмах вырăнлă пулнине асăннă. Агропромышленноҫ пайне аталантарас ĕҫре те пысăк витĕм парассине палăртнă. Таварсене тирпейлесе кăларассинче тухăҫлăха ӳстерес ыйтăва малти вырăна кăларма сĕннĕ вăл.

Планпа килĕшӳллĕн эмбрионсемпе биотехнологисем тăвакан центр ĕҫне те пуҫарса яма пăхса хăварнă. Енчен те палăртса хунă пек мĕнпур ĕҫсем пулса пырсан, выльăх шучĕ те ӳсесси куҫ кĕретех пулĕ. Ялсенче пурăнакансен хушма хуҫалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем те чылайланĕҫ. Ăратлă выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пырсан, аш-какайĕ те, сĕт-ҫу та пулать.

«Агропрорыв» ҫав тери паха пысăк пĕлтерĕшлĕ проект. Шăпах та вăл йывăр лару-тăрура кирлĕ пек мĕнпур ыйтусене уҫăмлатса пыма витĕм кӳрĕ», тесе хушса каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Енчен те проект пурнăҫа кĕрсен, 2030 ҫулсем тĕлне 65 процент таран сăра тăвакан промышленноҫ  производстви ӳссе кайĕ,  ытти палăртса хунă таварсен калăпăшĕ те хăватланĕ.

Республика Пуҫлăхĕ ҫĕр улми, пахча ҫимĕҫ таварĕсем пирки чарăнса тăнă. «Пирĕн тĕллев агротехнопаркăн пĕрлехи тӳремне йĕркелесе ярасси. Пуласлăхра ытти регионсене те тĕрлĕ таварсемпе пулăшасси те кун йĕркинчех тăрать. Мĕнпур условисем ҫителĕклĕ. Тепĕр тесен, ҫĕр улми вăрлăхĕсене тирпейлесе лартса ҫитĕнтерме те ятарлă условисем пур. Вĕсене тĕпчесе наука ĕҫĕсене йĕркелекен центр та ĕҫлет», тесе каланă Олег Николаев.

Паянхи пурнăҫра ҫĕр улмипе тарăн ĕҫлесе, вĕсене упраса пыракан, тĕрлĕ сортсемпе кăсăкланса лартса ҫитĕнтерсе пыраканнисем  кăштах сахалтарах пулĕ. Раҫҫейре 7-8 миллион тонна ҫĕр улми пухса тирпейлеҫҫĕ, вĕсенчен 10 проценчĕ пур-пĕрех импорт шутланать, вăл 600 пин тонн. Танлашать, ҫĕр улми вăрлăхĕ сахалтарах, пахча-ҫимĕҫ ҫителĕклĕ марри сисĕнкелет.    

Тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ проект хăмла туса илмелли инфратытăма хута ярассипе ҫыхăннă.

«Мĕн авалтан чăваш халăхĕ сăра вĕретме, хăмла пĕҫерме пĕлнĕ.  Чăваш Республикинче асăннă отраслье хута яни питех те вырăнлă. Хальхи самантра технологисене тĕпе хурса, ҫĕнĕлле ĕҫе йĕркелесе яма вĕренес ыйту кун йĕркинчех.  Палăртма кăмăллă, Раҫҫейри мĕн-пур таварсенчен 90 проценчĕ Чăваш Республикинче тирпейленет. Апла пулсан, Чăваш Енре хăмла лартса ӳстересси, ăна кирлĕ пек таварсенче усă курни аван. Раҫҫей шайĕнче юрăхлă тавар тирпейлесе пыма вĕренсен, ыттисем те хапăл тусах йышăнĕҫ», тенĕ сăмаха ҫавăрса республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  



14 апреля 2022
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter