«Советская Чувашия» хаҫатăн редакцине юбилей ячĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

«Советская Чувашия» хаҫатăн редакцине юбилей ячĕпе Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев саламланă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Советская Чувашия» хаҫатăн редакцине ҫитсе килнĕ. Унта вăл хаҫат пичетленме пуҫланнăранпа 105 ҫул ҫитнĕ ятпа редакци ĕҫченĕсене ăшшăн саламланă, пысăк хисепе тивĕҫнисене, ĕҫ ветеранĕсене патшалăх наградисене парса чысланă.

«Мана питĕ кăмăллă сирĕн патăрта пулма.  Эсир йăла-йĕркесене тытса пыма, вĕсене ламран лама куҫарса пыма та пĕлетĕр.  Паллă, хаҫанăн сăн-сăпачĕ, ячĕ, технологийĕсем те сахал мар ылмашăнса пынă.  Пур-пĕрех кунта ĕҫлекенсем таса чунпа, яваплăха туйса халăх валли кирлĕ пек материалсем калăпласа пыма тăрăшнă.  Вĕсем кулленхи пурнăҫ таппипе тӳр  килсе тăраҫҫĕ, ҫĕнĕ хыпарсене тĕрĕс тата вăхăтра халăх патне илсе ҫитереҫҫĕ», – тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче хаҫат редакцийĕнче ĕҫлекенсене юбилей ячĕпе саламланă май республика Пуҫлăхĕ.   

«Советская Чувашия»  редакцийĕ хаҫатсем кăна калăпламасть, вĕсен кăларăмĕсене социаллă сетьсенче те курма пулать, унта та вĕсем питĕ кăсăклă хыпарсем вырнаҫтарса пынине палăртнă республика Ертӳҫи Олег Николаев.  Чи пахи – вĕсен хыпарĕсене вуласа пĕлес текенсем ватти-вĕтти таранах.  Редакци ĕҫченĕсем чылай усăллă ĕҫ пурнăҫлаҫҫĕ. Ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пыма вăй-хал, ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртсе пыма каланă республика .

«Паянхи пурнăҫ таппинче, ҫĕршыври лару-тăрăва шута илсе, массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансен витĕмлĕхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. «Советская Чувашия» хаҫат стратегиллĕ партнерсенчен пĕри.  Вĕсен пуян историйĕ, ҫĕнĕлĕхĕсем халăха кунран-кун килĕшсе пыраҫҫĕ, вĕсене пурте хапăл тусах йышăнаҫҫĕ.  Пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕҫлесен, ҫитĕнӳсем тата та пысăкрах пуласси те куҫ кĕретех», – тесе каланă Олег Николаев.

Нумай ҫул хушши таса чунпа ĕҫлесе, пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрнă «Советская Чувашия» хаҫатăн тĕп редакторне, акционерла обществăн генеральнăй директорне Владимир Васильева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята парса чысланă республика Пуҫлăхĕ.  Сумлă ветеран Николай Михайлович Скок 1981-1991 ҫулсенче хаҫатăн редакцийĕнче тăрăшса пысăк хисепе тивĕҫлĕ пулнă. Паллă журналиста Чăваш автономи облаҫне 100 ҫул ҫитнине палăртакан медале парса чысланă. Мероприяти питĕ кăмăллă иртнĕ, республика Пуҫлăхĕ редакцинче вăй хуракансене пылак парне – торт парса хавхалантарнă.  

Палăртнă кун хаҫат ĕҫченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин цифра министрĕ Кристина Майнина саламланă. Чӑваш Енӗн хальхи массӑллӑ информаци хатӗрӗсем – ре­гионти журналистикӑн чи ырӑ та лайӑх йӑли-йӗркине тивӗҫлипе малалла аталантарса пыраканӗсем тесе палăртнă вĕсем. Ҫӗнӗ форматсене хастарлӑн ӗҫе кӗртнине, хӑйсен вулакан-кураканӗсен йышне ӳстерес тӗллевпе информацие сармалли ку чухнехи мелсемпе анлӑн усӑ курнине те ҫирĕплетсех каланă пуҫлăхсем. Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне пысӑк ӑсталӑхшӑн тата тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, республикӑра пурӑнакансене хумхантаракан ыйтусене ҫутатса панӑ чухне влаҫ органӗсемпе тухӑҫлӑн хутшӑнса ӗҫленӗшӗн чун-чӗререн тав тунă.

Хаҫатăн тĕп редакторĕ Владимир Васильев хаҫатăн редакцийĕпе тĕплĕн паллаштарнă, ĕҫлекенсем пирки каласа кăтартнă. Сăмах май, «Чувашинформ» сайтăн ҫĕнĕ версийĕпе те паллаштарнă хăнасене. Чылай курав хатĕрленĕ, вĕсене ертӳҫĕсем пысăка хурса хакланă.  



14 апреля 2022
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter