Чăваш Енре кăçал çăмăл атлетикăпа çĕршыв шайĕнчи тăватă спорт ăмăртăвĕ иртмелле

Чăваш Енре кăçал çăмăл атлетикăпа çĕршыв шайĕнчи тăватă спорт ăмăртăвĕ иртмелле

2022 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Спорт министерствин тĕп мероприятийĕсен планĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин тĕп хулинче пысăк спорт мероприятисем ирттерессине те кĕртсе хăварнă. Чăваш Енре кăçал çăмăл атлетикăпа çĕршыв шайĕнчи тăватă спорт ăмăртăвĕ иртмелле. 103-мĕш Раççей чемпионачĕ, икĕ çĕршыв первенстви тата Раççей шайĕнчи тупăшу.

Кун пирки ырă хыпара Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа «Пĕтĕм Раҫҫейри ҫăмăл атлетика федерацийĕ» обществăлла организацийĕн представителĕсемпе уҫă калаҫу ирттернĕ тапхăрта палăртса хăварнă.  Шăпах та, республикăра иртекен ҫăмăл атлетикăпа палăртнă мероприятисем пирки тĕплĕн пăхса тухнă. 

Калăпăр, ҫу уйăхĕн 20-23-мĕш кунĕсенче хăвăрт утассипе Раҫҫей чемпионатчĕ иртет. Ҫĕртме уйăхĕн 17-19-мĕш кунĕсенче ҫурран чупассипе Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсем пулаҫҫĕ. Утă уйăхĕн 4-8-мĕш кунĕсенче 20 ҫула ҫитмен юниорсем хушшинче ҫăмăл атлетикăпа Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме палăртнă.   Чи анлă сарăлнă спорт ăмăртăвĕ вара Раҫҫейри ҫăмăл атлетикăпа 103-мĕш чемпионат. Вăл Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта ҫурла уйăхĕн 1-6-мĕш кунĕсенче иртĕ. Чупăва чи паллă спортсменсем килсе ҫитесси те куҫ кĕретех пулĕ.  Палăртса хунă тăрăх, вăтамран 1000 яхăн спортăн ҫак тĕсне юратакансем пуҫтарăнĕҫ.  Раҫҫейри 70 регионтан чи ăста спортсменсем пухăнасси те куҫ кĕретех. 

«Кăҫал Раҫҫей Федерацийĕнче пулакан спорт ăмăртăвĕсем – ҫурран чупассипе мĕнпур мероприятисене Чăваш Республикин тĕп хулинче – Шупашкарта ирттерме палăртатпăр. Чи чаплă спортсменсем пирĕн тăрăха килме кăмăл тунă. Питĕ пысăк спорт уявĕ пулать. Олимп вăййисене хутшăнма кăмăл тунисем пурте пирĕн пата килсе, хăйсен ăсталăхне кăтартса парĕҫ. Чи паллă спортсменсем – Анжелика Сидорова, Мария Ласицкене тата Илья Иванюк, Михаил Акименко, Валерий Пронкин. Вĕсен тренерĕсем ку сезон спортсменсемшĕн ҫав тери пĕлтерĕшлĕ имĕш пулнине хыпарлаҫҫĕ», - тесе пĕлтернĕ хăйĕн сăмахĕнче ВФЛА спорт директорĕн ҫумĕ Дмитрий Зорин.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев регионта спорт енĕпе инфратытăм ҫав тери лайăх пулнине каланă, апла пулсан пысăк мероприятисем ирттерме мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тесе ҫирĕплетнĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Пирĕн тăрăхра спорт мероприятине ирттерни, хăйне евĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ, ҫăмăл атлетикăна анлăрах сарма витĕм кӳрет, ҫитĕнекен ăрăва спорта юратма, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнса пыма та хистет. «Чăваш Енре ҫăмăл атлетика енĕпе спорт шкулĕ ҫав тери лайăх ĕҫлет. Унăн хисепĕ те ҫӳллĕ шайра. Вăтамран пирĕн 4,5 пин ҫын спортăн ҫак тĕсĕпе кулленех хăйсен ăсталăхне туптать», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Паянхи пурнăҫ таппине тӳр килес тесессĕн, условисене те ҫĕнетсех пымалла. Регионта спорт объекчĕсене тĕпрен модернизацилеҫҫĕ. Пĕр сăмахпа каласан, Чăваш Республики хăнасене кĕтсе илме туллин хатĕрленсе ҫитнĕ тесен те йăнăшах мар пулĕ. Шупашкарти аэропорта реконструкцилеҫҫĕ, ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле объекта ҫĕнетсе улăштарса пĕтерме тĕллев лартнă. 

Чăваш Республикин спорт министрĕ Василий Петров ҫӳлерех палăртнă спорт мероприятисене ирттерме хатĕррине асăннă. Спортсменсем 100, 400, 800 метра тата 1500 м парăнтарĕҫ. Ҫӳллĕшне сикессипе те ăмăртусене плана кĕртнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртнă йышăну регионшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Кăҫал Чăваш Енре паллă ҫынсен ҫулталăкне халалланă. Апла пулсан, ҫĕршыв шайĕнче палăртнă ентешĕмĕре халалланă спорт уявĕ пурсăмăра та мăнаҫланма май панине асăннă.  

Ҫăмăл атлетика енĕпе ĕҫлекен федерацин пĕрремĕш вице-президенчĕ, президентăн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Ирина Привалова Чăваш Республикин Пуҫлăхне Олег Николаева ВФЛА Тав ҫырăвне парса чысланă. Спортăн ҫак тĕсне анлăрах сарассипе сахал мар ĕҫленине, ҫитĕнекен ăрăва ҫăмăл атлетикăна юратма витĕм кӳнĕшĕн мухтанă, малашне те ҫапла ĕҫлесе пыма вăй-хал суннă çăмăл атлетикăн пĕтĕм  Раççейри  федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Привалов.  2022 çулта та палăртнă спорт ăмăртăвĕсем çӳллĕ шайра иртессинче иккеленӳ çуккине пĕлтерчĕ Ирина Привалова.  



15 апреля 2022
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter