Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров Чăваш Ене килсе çитнĕ.  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсем пирки кĕскен чарăнса тăнă, промышленноҫ пайне пулăшу парассипе ҫыхăннă ыйтусене пăхса тухнă,  ҫĕршывр лару-тăрăва шута илсе кулленхи пурнăҫра тĕл пулакан ыйтусем тавра канашланă.

«Тĕп ҫул-йĕрсемпе пысăк ĕҫсем пулса пынине эпир куратпăр. Апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсене шайлаштарса пырассипе  лайăх ĕҫлетĕр. Пурнăҫра чи кирлĕ таварсене сăнаса тăратăр, вĕсене халăх патне ҫителĕклĕ таран илсе ҫитерес ыйтăва та тĕрĕслевре тытатăр.  Пĕр сăмахпа каласан, эсир  предприятисемпе, организацисемпе  килĕшсе ĕҫлесе пынине те туятпăр. Мĕнпур ыйтăва туллин тивĕҫтерни куҫ кĕретех», - тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнчен уҫă калаҫу вăхăтĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров.  

Олег Николаев сăмаха малалла тăснă май, регионта Чăваш Республикин экономикине пĕр тикĕс лайăх аталантарса пыма витĕм кĕрекен оперативлă штаб ĕҫне те пуҫарса янине хыпарланă.  Кунсăр пуҫне ĕҫ ушкăнĕсем те республикăра хастар ĕҫе кӳлĕннине палăртнă вăл. Вĕсем пурте кулленхи лару-тăрăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине хыпарланă ертӳҫĕ, экономикăна пĕр тикĕс лайăх аталантарас тĕлĕшпе пулса пыракан мероприятисем пурнăҫа епле кĕрсе пынине те асăрхаса тăнине каланă.

«Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – промышленноҫ тытăмне кирлĕ пек шайра аталанса вăй илсе пыма витĕм кӳресси. Уйăх ҫурă хушшинче пур енчен те ҫирĕп тĕрĕслевре тытнине туйса тăратпăр. Эпир хăнăхнă, йывăрлăхсене парăнтарма. Ҫухалса кайма вăхăт ҫук. Хамăр ума лартнă тĕллевсем патне ҫирĕппĕн утатпăр. Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин пулăшăвĕсене те пурсăмăр та лайăх туятпăр. Вĕсемпе предприятисемпе организацисем, халăх та туллин усă курса пырать.  Шанăҫ пур, малаллах ҫитĕнӳсем патне туртăнатпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Сăмах май, пĕр пухăннă пек чухне, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителне Игорь Комарова Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн хăш-пĕр кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, пуласлăхри план ҫинчен каласа панă. Кăҫалхи ҫул кăрлач-нарăс уйăхĕсенче пурнăҫланă ĕҫсемпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă.



15 апреля 2022
14:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter