Музейре - курав

Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Насекинăн ятарлă куравĕ уçăлчĕ. 

Унӑн пĕрремĕш ятарлă куравĕ кунта шăпах 30 çул каялла иртнĕ пулнă. Апла, çак тапхăрта тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех.

Курава уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков, культура министрӗ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче Александр Насекинăн произведенийĕсем тарăн философиллĕ пулнине палăртрĕ, художнике пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.

"Хыпар"



15 апреля 2022
17:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter