Музейре - курав

Паян Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче ЧР тава тивĕçлĕ художникĕн Александр Насекинăн ятарлă куравĕ уçăлчĕ

Унӑн пĕрремĕш ятарлă куравĕ кунта шăпах 30 çул каялла иртнĕ пулнă. Апла, çак тапхăрта тĕлĕнмелле улшăнусем пулса иртни куç умĕнчех.

Курава уçма ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитет председателĕ Анатолий Аксаков, культура министрӗ Светлана Каликова хутшăнчĕç.

Олег Алексеевич хăйĕн сăмахĕнче Александр Насекинăн произведенийĕсем тарăн философиллĕ пулнине палăртрĕ, художнике пултарулăх ĕçĕнче ăнăçу сунчĕ.

www.hypar.ru



15 апреля 2022
18:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter