Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчĕн тата радио итлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев «Рекорд» радио журналисчĕн тата радио итлекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Калаçура тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Бизнеса, çамрăк предпринимательсене тĕрев парасси, Украинăран тарса килнисене пулăшасси, хăмла туса илессине аталантарасси тата ытти çинчен калаçрĕç. Чылайăшне хаксем ÿсни кулянтарать. Олег Алексеевич каланă тăрăх, юлашки вăхăтра хаксем чакма тытăннă. Акă стройматериалсен хакĕ 20 процент чакнă. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш çыннисем ялта шыв çуккишĕн пăшăрханаççĕ. Шыв кĕртмешкĕн 2020 çулта укçа пуçтарнă, анчах паянхи кун та шыв кĕртмен-мĕн. Регион ертÿçи пĕлтернĕ тăрăх, кăçал 857 обьекта хута ямашкăн укçа-тенкĕ пăхса хунă. «Кашни яла шывпа тивĕçтерме тăрăшăпăр, анчах пĕр вăхăтра тумалли ĕç мар ку», — терĕ Олег Алексеевич.

www.hypar.ru



14 апреля 2022
19:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter