Пысăк ăмăртусем иртеççĕ

Чăваш Енре кăçал çăмăл атлетикăпа çĕршыв шайĕнчи тăватă спорт ăмăртăвĕ иртмелле. 103-мĕш Раççей чемпионачĕ, икĕ çĕршыв первенстви тата Раççей шайĕнчи тупăшу. Кун пирки паян Республика ертӳçи Олег Николаев çăмăл атлетикăн пĕтĕм  Раççейри  федерацийĕн президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Приваловăпа сӳтсе яврĕ. Чăваш Енре çăмăл атлетикăпа тăватă пин те пиллĕкçĕре яхăн çын туслă. «Çак спорт тĕсне аталанма регионта пур майсем те пур» палăртрĕ Олег Николаев. Республикăра ачасемпе çамрăксен çирĕм виççĕ, олимп резервĕн виççĕ тата икĕ спорт шкулĕсем, олимп резервĕн училищи  ĕçлет. 2021 çулта республикăра çĕршыв шайĕнчи тăватă ăмăртăва ирттернĕ. Вĕсенчен пĕри çĕршыври  чи ăнăçлисен шутне кĕнĕ.  2022 çулта та палăртнă спорт ăмăртăвĕсем çӳллĕ шайра иртессинче иккеленӳ çуккине пĕлтерчĕ Ирина Привалова. 



НТРК
15 апреля 2022
09:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter