Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Çĕнĕ Шупашкар - халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули» фестивальте пулнă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Çĕнĕ Шупашкар - халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули» фестивальте пулнă

 

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «Çĕнĕ Шупашкар - халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули» ҫулсерен пулакан фестивале ҫитсе килнĕ. Кăҫал палăртнă мероприятине «Донбасс» юрăпа ташă патшалăх академи ансамблĕ хутшăннă.  

«Раҫҫейре культура еткерĕн ҫулталăкне тĕпе хурса, пирĕн тăрăхра чаплă уяв иртет.  «Донбасс» ушкăн хăйне евĕр пĕлтерĕшлĕ. Кăҫал пĕр чăмăра пухăнса ҫакнашкал мероприятине пуҫтарăни питĕ лайăх.  Раҫҫейри субъектсем хушшинче хывнă туслăх кĕперĕ анлăланса пырать. Пĕр-пĕрин культурине ăша хывса пурăнни, ăна ламран-лама куҫарса пыма вĕренсе ҫитни те ҫитĕнекен ăрушăн паха.  Ăс-хакл тĕнчи пуянлансан, тавра-курăмлăх ӳссе пырсан, пĕрне-пĕри ăнланса килĕштерсе пурăнсан туслăх тата та вăйланса ҫирĕпленсе пырасси куҫ кĕретех», – тесе каланă уява пуҫтарăннисене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Мероприятире хулара пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркине, культурине кăтартса панă, апат-çимĕçне астивсе пăхма сĕннĕ. Алă ăстисем курав та йĕркеленĕ. Уявра вырăнти пултарулăх ушкăнĕсĕм те илемлĕ ташши-юррипе савăнтарнă.

Олег Николаев Раççей терлĕ халăхпа пуяннине палăртнă. Чăваш Енре кăна 128 халăх çынни. Пĕрлĕх, туслăх йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла аталанма пулăшать. Çак ырă йăла-йĕркене малашне те упраса хăвармаллине каланă. Вăл мероприятие йĕркелекенсене тав тунă, наци культурине упраса хăварма, аталантарма курăмлă тӳпе хывнăшăн ансамбле Тав хучĕпе чысланă. Пĕрлĕхре вăй, ҫĕршыв пуласлăхĕ  те туслăхра.  

Мероприяти йĕркелӳҫисене мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. «Донбасс» юрăпа ташă патшалăх академийĕн ансамбльне Тав ҫырăвĕпе чысланă. Палăртма кăмăллă, асăннă ушкăна йĕркелесе янăранпа кăҫал 85 ҫул ҫитет.

Ҫĕнĕ Шупашкарта фестивале кашни ҫул йĕркелесе ирттереҫҫĕ.  Ырă пуҫарăва Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Ҫĕнĕ  Шупашкарти уйрăмĕ йышăннă.  Уява тĕрлĕ халăх пухăнать, вĕсем хăйсен юрри-ташшипе ҫынсене хавхалатараҫҫĕ, савăк кăмăл парнелеҫҫĕ.  Республикăри Хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталья Николаева хăйĕн саламĕнче уяв мероприятине пухăннисене тав тунă, ырă йăла-йĕрке кунран-кун вăйланса пынине, тăнăҫ пурнăҫ патне ăнтăлма пысăк витĕм кӳнине асăннă. Тĕрлĕ халăха пĕр чăмăра пухăнса, пĕрне-пĕри хисеплеме, пулăшма, май пур таран савăк кăмăл парнелеме май панине те каланă вăл.  

«Эпир – Раҫҫей» федераци программине Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкар кĕнĕ. Донецк Халăх Республикинчи пултарулăх ушкăнĕсем хапăл тусах регионсене ҫитсе юрă-кĕвĕ парнелеҫҫĕ. Ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче ҫӳлерех асăннă ансамбль пулнă, куракансене савăк юрă-ташăпа савăнтарнă.

Кĕскен: «Донбасс» ансамбль 1937 ҫулта йĕркеленнĕ. Ăна пуҫарса яраканĕ паллă композитор Зиновий Осипович Дунаевский.   2006 ҫулта паллă ушкăна академи ансамблĕн статусне панă. «Эпир пĕрле» культура проекчĕ анлă сарăлнă. Ҫакна тĕпе хурса, ҫулсерен паллă ушкăн тĕрлĕ субъектсенче пулса курать. Вĕсене халăх хапăл тусах йышăнать, пултарулăх ĕҫне пысăка хурса хаклать. Çĕнĕ Шупашкарсем, хăнасем артистсене тăвăллăн алă çупса тав тунă, савăнсах пĕрле юрланă.



18 апреля 2022
13:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter