Чăваш Енре пуҫласа Раҫҫей шайĕнчи «Атăлçи округĕнче финанс пĕлĕвне ӳстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх» округ форумĕ иртнĕ

Чăваш Енре пуҫласа Раҫҫей шайĕнчи «Атăлçи округĕнче финанс пĕлĕвне ӳстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх» округ форумĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче «Атăлçи округĕнче финанс пĕлĕвне ӳстересси: трендсем, тĕллевсем, малашлăх» округ форумĕ иртнĕ. Форум ĕҫне Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров хутшăннă.

Мероприятине ҫавăн пекех Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев, Чул хула облаҫĕн Губернаторĕ Глеб Никитин, РФ Патшалăх Думин депутачĕ, финанс рынок енĕпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков, РФ финанс Министрĕн ҫумĕ Михаил Котюков, Раççей Банкĕн Потребительсен прависене хӳтĕлекен служба ертӳçи Михаил Мамута, Раҫҫей Банкĕн Атăл-Вятка тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Лариса Павлова, Раҫҫей Банкĕн Урал тĕп управленийĕн пуҫлăхĕ Рустэм Марданов, Раҫҫей Перекет банкĕн Атăл-Вятка управленийĕн председателĕ, вице-президенчĕ Петр Колтыпин тата патшалăх влаç органĕсен, финанс тытăмĕнчи организацисен представителĕсем хутшăннă.  

Форума пухăннисем халăха финанс тĕлĕшĕнчен тарăнрах пĕлӳпе тивĕҫтересси пирки ыйтăва тĕплĕн тишкернĕ.  Атăлҫи федераци округĕнче пĕр-пĕринпе тачăрах ĕҫлесе пыма тăрăшасси, паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килекен ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕсене тĕпе хурса, ĕҫсене ҫĕнĕлле йĕркелесе пыма вĕренес ыйту та кун йĕркинчех тăнă.

Игорь Комаров пухăнyисене саламлан май, ҫакăн йышши мероприяти пуҫласа федерацин Атăлҫи округĕнче иртнине каланă. Тĕнчери усал лару-тăру вăхăтĕнче шăпах та,финанс тĕлĕшĕнчен пĕлӳ шайне тата та лайăхрах ӳстерсе пырасси тĕп ҫул-йĕрсенчен пĕри пулса тăнине те палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Форумра финанс пĕлĕвĕн сферинчи, çав шутра экономикăна санкцисем пусарнă тапхăрти те, патшалăх политикине, финанс тытăмĕнчи преступленисене профилактикăлас тата уçса парас енĕпе ведомствăсем йĕркеленĕ хутшăнусене, тĕрлĕ ӳсĕмри çынсене финанс пĕлĕвĕ парассине, ку енĕпе кадрсене хатĕрлессине, волонтерствăна аталантарассине тата ытти ыйтăва сӳтсе явнă мероприятине пухăннă ертӳҫĕсем.

Финанс пĕлĕвне ӳстерессипе хастартарах ĕҫлеме те чĕнсе каланă Игорь Комаров. Федерацин Атăлҫи округне кĕрекен мĕнпур регионсенче Координаци канашлăвĕсен ĕҫĕсене пуҫарса янине палăртнă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн федерацин Атăлҫи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ. Халăхăн пĕлӳ шайне ӳстерсе пыма ятарлă программа йышăннине те асăннă вăл. Вĕсене пурнăҫа кĕртсе пырассипе пурте хар тăрса ĕҫленине палăртнă, сахал мар кăсăклă мероприятисем планра пуррине, вĕсене ҫынсем хапăл тусах йышăннине те каланă.   Пĕлтĕрхи ҫул 10 пин шкулпа вăтам професси пĕлĕвне паракан 750 учрежденинче финанс пĕлĕвĕн база пайне тарăн пăхса тухнă. ПФОра 2021 ҫулта 5 пин ытла вĕрентекен квалификаци пĕлĕвне ӳстернĕ. Тепĕр тесен, методика шайне те ҫĕнетсе пырса, ачасене тарăнрах пĕлӳпе тивĕҫтерес тесе ырми-канми тăрăшнă.  Хăш-пĕр регионсенчи вĕрентекенсене ятарлăн асăнса хăварнă, вĕсем ҫĕнĕлĕхсене ăша хывса пынине палăртнă. Самара, Оренбург, Тутарстан, Пушкăртстанра ыттисемпе танлаштарсах кăштах нумайрах вĕрентекенсем ҫĕнĕ методикăсене вĕренме ҫӳренине те палăртнă ертӳҫĕ.    

Чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри – финанс пĕлĕвне ӳстерессинче тĕрлĕ шайри вылаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе килĕшсе пĕр-пĕрне ăнланса ĕҫсене йĕркелесе пырасси. Вĕрентӳ учрежденийĕсемпе предприятисен, организацисен кулленех пĕрне-пĕри пулăшса, ачасене вĕренсе пыма тĕрлĕ условисем хатĕрлесе тăратма пĕлмелле. 

Çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчен шкулсенче «Финанс пĕлĕвĕ» предмет вĕрентме пуçлаççĕ. Вăл ачасене пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе перекетлĕ пулма хăнăхтарĕ, ултавçăсенчен сыхланма вĕрентĕ. Ҫамрăксене, аслă ҫултисене, ачасене, тăлăха юлнисене пысăк тимлĕх уйăрмалла, май пур таран паха пĕлӳ илме пулăшмалла.  

Игорь Комаров мероприятисене йĕркелесе пынă чухне, чи паха ĕҫ опычĕсемпе усă курма тăрăшмаллине те чĕнсе каланă. Паянхи саманара финанс культури вулама-çырма пĕлнĕ пекех кашни çыннах кирлине асăннă. Пĕр сăмахпа каласан, регионсен пĕр-пĕринпе килĕшсе ҫĕннине вĕренсе пырассишĕн ăнланса ĕҫлесе пыма пĕлмелле тенĕ вăл.  

Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтупа килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тарăн доклад туса панă. «Форум пĕлтерĕшĕ чăнласах та пысăк. Пĕр-пĕрин ĕҫ опычĕсемпе те паллашма лайăх.  Чăваш Республикинче ҫак курăмлă мероприятине йĕркелесе ирттерме килĕшни хăйне евĕр пысăк чыс пирĕншĕн. Эпир хамăр енчен яваплăха та туятпăр, ҫӳлерех палăртнă ыйтăва пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн тăрăшсах ĕҫлетпĕр.  Сисетпĕр, финанс тĕлĕшĕнчен пĕлӳ ӳстерес  текенсен йышĕ те ӳссе пырать регионта. Эпир ӳлĕмрен те ҫапла ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр.  Федераци Правительствин сĕнĕвĕсене тĕпе хурса, ытти регионсен паха опычĕсене вĕренсе, ҫитĕнекен ăрăва финанс тĕлĕшĕнчен тарăнрах вĕренсе пыма витĕм кӳрĕпĕр», – тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.  

Мускавра финанс форумĕнче палăртнă сĕнӳсене пурнăҫа кĕртме майсем туса панăшăн мухтанă Олег Николаев. Сăмах май, пуласлăхри тĕллевсем пирки те чарăнса тăнă, хăшĕ-пĕрисемпе тата та кăсăклăрах ĕҫлесе пыма условисем хатĕрлесе тăратсан авантарах пулнă пулĕччĕ тенĕ вăл. Хаклав методикине те тен ҫĕнĕлле пăхса тухсан вырăнлă пуласса шанса каланă Ертӳҫĕ.

Раҫҫей Финанс министерствин НИФМ дирекцийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, 2021 ҫулта федерацин Атăлҫи округĕнче аслă ҫултисем валли йĕркеленĕ мероприятисем питĕ кăсăклă пулнă имĕш. Ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх пулса тăнине те асăннă ертӳҫĕсем. Ачасем валли те плана тĕрлĕ мероприятисем кĕртсе хăварнă, вĕсене те ҫав тери лайăх йĕркелесе пынине каланă пуҫлăхсем.

Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕ Анатолий Аксаков хăйĕн докладĕнче банк пулăшăвĕсемпе тивĕҫтерес ыйтусенче саккунсен базисене тĕпе хурса витĕм кӳме тăрăшни пирки каласа кăтартнă. «Чи анлă сарăлнисенчен пĕри – кредит каникулĕсене пăхса хăварни. Пандеми вăхăтĕнче те ҫапла майпа ҫăмăллăх условийĕсем  пулнăччĕ. Вĕсене шута илсе, хальхи лару-тăру вăхăтĕнче те усă курсан пĕлтерĕшлĕ.  Калăпăр, 400 пин ытла ҫын ҫак ҫăмăллăх условийĕсемпе усă курма килĕшнĕ», – тенĕ вăл. РФ Патшалăх Думин Комитет Председателĕ ытти ҫăмăллăх условийĕсемпе те тĕплĕн паллаштарнă, вĕсемпе усă курма чăнласах та майсем пуррине ҫирĕплетнĕ. Сахал мар йывăрлăхсем сиксе тухаҫҫĕ, вĕсене парăнтарас ĕҫре шăпах та, финанс тĕлĕшĕнчен пĕлĕве ӳстерсе пыни вырăнлă.  

Раççей Банкĕн Потребительсен прависене хӳтĕлекен служба ертӳçи, Раҫҫей Банкĕн Директорсен канашĕн членĕ  Михаил Мамута паянхи пурнăҫра тĕл пулакан ҫĕнĕлĕхсем пирки тĕплĕнрех чарăнса тăнă.  «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – хамăра хамăр хӳтĕлеме вĕренесси. Апла пулсан, финанс тĕлĕшĕнчен пĕлĕве те кулленех ӳстерсе пымалла. Тĕрлĕ пулăшусемпе усă курас тесессĕн, саккунсен базине те ăша хывмалла, вĕсене тĕпе хурса, ҫĕнĕ условисемпе паллашса, пурнăҫра усă курса пыма тăрăшмалла», – тенĕ вăл.  Халăха пĕлӳпе тивĕҫтерес тесессĕн, тĕрлĕ методика вĕрентĕвĕпе паллаштармалла. Тĕрлĕ ӳсĕмри ҫынсем пур-пĕрех вăйă евĕр йĕркелесе ирттерекен мероприятисене ытларах кăмăллаҫҫĕ. Онлайн формипе иртекен мероприятисене хастар хутшăнни те куҫ кĕретех. Кун пирки тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă форума хутшăнакансем. Перекет банкĕн Атăл-Вятка председателĕ, вице-президент Петр Колтыпин бизнесра тăрăшакансене ытларах влаҫ органĕсенче тăрăшакансеме тачă ҫыхăнса ĕҫлеме, йывăрлăх кăларса тăратма пултаракансене пĕрле пăхса тухса, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварма пĕлмеллине чĕнсе каланă.    «Перекет Банкĕ халăхăн шанчăклă партнерĕ. Финанс тĕлĕшĕнчен тарăн пĕлӳпе тивĕҫтерессинче те  яланах пулăшу пама хатĕр», – тенĕ вăл.    Пленар ларăвĕ хыҫҫăн, ертӳҫĕсем ушкăн-ушкăнпа тĕрлĕ секцисенче пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашнă.  Палăртса хăваратпăр, форум ĕҫĕ пуҫланиччен, Игорь Комаров тата Олег Николаев ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене пăхса тухнă, импорта улăштарассипе ҫыхăннă ыйтусене тишкернĕ, бизнеса тĕрев пама палăртнă мероприятисем пирки чарăнса тăнă.   



18 апреля 2022
09:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter