Олег Николаев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене 30 ҫул ҫитнине халлакан мероприятисене ырланӑ

Олег Николаев Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене 30 ҫул ҫитнине халлакан мероприятисене ырланӑ

Ака уйăхĕн  29-мĕшĕнче Чăваш Енре Чăваш Республикин патшалăх символĕсене 30 ҫул ҫитнине анлă палăртма хатĕрленеҫҫĕ. Кун пирки Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова тĕплĕн каласа кăтартнă. Паллă пулăма хатĕрленсе регионта курăмлă та кăсăклă мероприятисем плана пăхса хăварнине хыпарланă ведомство ертӳҫи. Пĕтĕмĕшле плана 600 ытла мероприяти кĕртнĕ. Мĕнпур культура учрежденийĕсенче концертсем пулĕҫ, куравсем, викторинăсем, уҫă калаҫусем те сахал мар. Кунсăр пуҫне наукăпа практика конференцийĕ те пулĕ. Тăван халăхăн ăс-тăнĕпе, тĕнчекурăмĕпе, пĕлĕвĕпе çыхăннă кашни пулăмра унăн витĕмĕ пур.

Ҫитĕнекен ăрăва Чăваш патшалăх Гербĕ тата Ялавĕ пирки специалистсем   тĕплĕн каласа кăтартĕҫ. «Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче шкулсенче пĕрремĕш урока патшалăх символĕсене халалласа ирттерме сĕнетпĕр. Вĕрентӳ материалĕсене йĕркелесе парăпăр. Информаци урокĕсем пулас ăрушăн паха пулассине шанатпăр», - тесе палăртнă министр Светлана Каликова  сăмаха малалла тăснă май.

Плана кĕртнĕ тĕп мероприяти ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулать. Шупашкарта Правительство ҫурчĕн умĕнче мероприятине йĕркелеме плана кĕртсе хăварнă Республикăри районсемпе хуласенче Чăваш патшалăх символĕсене 30 ҫул ҫитнине палăртса флешмобсем тума шутланă.  Уявсене гимн юррипе илем кĕртĕҫ.

«Паянхи пурнăҫ таппинче патшалăх символĕсен пĕлтерĕшĕ тата та хытăрах ӳсет. Пире пурсăмăра та пĕр чăмăра пухăнса пĕр-пĕринпе туслă килĕштерсе пурăнма вĕрентет», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ырă пуҫарăва вăл мухтанă. Сăмах май, палăртнă мероприятисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене те хутшăнма чĕнсе каланă.   

Чăваш Республикин патшалăх символĕсем пирки уявлассине Чăваш Республикин Президенчĕ 2004-мĕш ҫулта ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ, 2004 ҫулхи ака уйăхĕн 19-мĕшĕнчи 1-мĕш №-лĕ саккунĕпе килĕшӳллĕн ҫулсерен паллă пулăма ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче уявлама йышăннă.  



18 апреля 2022
14:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter