Сыхлăх нихăçан та ытлашши мар

Ăшă кунсем çывхарнă май халăх йышлă пулакан вырăнсенчи хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем мала тухаççĕ. Ку енĕпе çитменлĕх чылай. Çакăн пирки ытларикун республикăн антитеррор комиссийĕн тата оперативлă штабĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ пĕрлехи ларăвĕнче тĕплĕ калаçу пулчĕ.

Антитеррор комиссийĕн аппарачĕн ертӳçи Евгений Терешин халăх массăллă пулаканнисен шутне республикăра 16 вырăна кĕртнине палăртрĕ. Шел те, хăшĕ-пĕри тĕлĕшпе ыйтусем пур. Халăха асăрхаттармалли система çукки, видеокамерăсем вырнаçтарманни тата ытти те — çименлĕхсене вăраха ямасăр пĕтермелле. Ачасен çуллахи каникулĕ çитет — лагерьсем тĕлĕшпе тимлĕх кирлĕ. 15 стационар организацийĕнчен хăшĕсенче пĕлтĕр пропуск режимне уяманнине, ачасене эвакуацилес енĕпе тренировкăсем йĕркелеменнине, ытти енĕпе ĕçлесе çитерменнине палăртнă. Пĕрин, «Жемчужина Чувашии» комплексăн, хăрушсăрлăх паспорчĕ те çук-ха. Евгений Викторович кăçал çак самантсене шута илме чĕнсе каларĕ.

Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров кăçал лагерьсем тулли хăватпа ĕçлессине палăртрĕ. Пĕтĕмпе 36 пин ытла ачана йышăнма хатĕр. Донбасран тарса килнĕ çынсен ачисем валли 2 пин таран путевка уйăрма палăртнине кура хамăрăн ачасем валли уйăракан вырăнсен шучĕ пĕчĕкленĕ. «Жемчужина Чувашии» пирки калас тăк — вăл уйрăм çыннăн, хăрушсăрлăх паспортне хатĕрлеççĕ. Сывлăх-кану комплексĕсене халь вĕсен хăйсен вăйĕпе сыхлаççĕ, ачасене йышăнма пуçласан вара хурал организацийĕсем вахтăна тăрĕç.

Олег Николаев «Лесная сказка» санаторие те çуллахи каникул тĕлне ачасем валли пушатма пултарасси çинчен каларĕ — çакна та шута илмелле. Ачасен кану вырăнĕсене 2030 çул тĕлне федераци укçипе усă курса юсама-çĕнетме палăртнă. Паллах, сăмах юсав ĕçĕсем пирки кăна пымасть — хăрушсăрлăх тĕлĕшпе те анлă ĕçсем палăртнă, тĕрĕссипе, ачасен канăвне йĕркелессин çĕнĕ стандарчĕсем тĕп вырăнта пулĕç.

Антитеррор комиссийĕн аппарачĕн ертӳçин докладĕнче Сĕнтĕрвăррисем тĕлĕшпе ӳпкев пулнине кура çак хула администрацийĕн пуçлăхĕн Вячеслав Сыройкинăн хурав пама тиврĕ. Хулари ачасен тата культура паркĕсенче видеокамерăсем вырнаçтараççĕ, асăрхаттару системине те ĕçе кĕртеççĕ-мĕн.

www.hypar.ru



18 апреля 2022
18:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter