Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти Россельхозбанкӑн ҫӗнӗ офисне уҫнӑ ҫĕре хутшăннă

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Шупашкарти Россельхозбанкӑн ҫӗнӗ офисне уҫнӑ ҫĕре хутшăннă

«Банк тĕрлĕ ҫул-йĕрпе ĕҫлесе пырать. Нумай функциллĕ центр тесен те йăнăш мар.  Ытларах вĕсем ял хуҫалăхĕпе ҫыхăнса ĕҫлеҫҫĕ. Агропромышленноҫ комплексĕ тĕп вырăн йышăнать.  Паллă, халăхăн ытларах пайĕ ялсенче пурăнать», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи Олег Николаев.  Сăмах май, Чăваш Республикин Правительствипе Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕ пĕр-пĕринпе тахҫантанпах алла-алăн тытăнса ĕҫлĕ ҫыхăнăва сарса пынине асăннă, чăн-чăн партнерсем тесе ҫирĕплетнĕ вăл сăмаха.

«Паянхи пурнăҫ таппинче халăха пахалăхлă финанс пулăшăвĕпе тивĕҫтерни вырăнлă. Ҫынсем ялта е хулара пурăнаҫҫĕ пĕр пекех пулмалла условисем.  Ҫĕнĕ технологисен витĕмлĕхĕпе интернет-банк вăй илсе пырать», - тесе каланă сăмаха малалла  тăснă май Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕн Правленийĕн Председателĕн ҫумĕ Денис Константинов.  

Чăваш Республикин тĕп хулинче вырнаҫнă ҫĕнĕ офисра банкăн тĕрлĕ пулăшăвĕсемпе туллин усă курма пулать. Ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пурри те куҫ кĕретех. Самантлăха кĕтсе лармалли вырăн хăйне евĕр, информаци тĕлĕшĕнчен хыпарсене те ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарнă ҫуртра.  Халăха ипотекăпа тивĕҫтермелли ятарлă уйрăм та пур, кунĕ-ҫĕрĕпе ҫынсен кăмăлĕсене тивĕҫтерме пултарайрать офис ĕҫченĕсем.  

Ҫĕнĕ офис хута кайнă кун пĕрремĕш клиентсем Галиевсен ҫемйи пулнă. Вĕсем хваттер туянма ипотека илессишĕн палăртнă офиса пынă. Палăртма кăмăллă, вĕсем хваттер туянакан ҫурта банкăн партнерĕ «СЗ Альтаир» тулли мар яваплă общество. Объект Шупашкар хулинчи «Солнечный» микрорайонта вырнаҫнă. Ҫамрăк мăшăрсем ипотекăна 6 процентпа тивĕҫнĕ. Патшалăх программипе килĕшӳллĕн, вĕсен тăкакĕсен пĕр пайне субсиди мелĕпе саплаштарĕҫ.  

«Фермерсен шкулĕ» проект пурнăҫа анлăн кĕрсе пырать, куншăн банк ĕҫченĕсене  мухтаса тав тунă республика Пуҫлăхĕ Олег Николаев. «Эпир сирĕнпе пĕрле алăшар фермера вĕренсе кăлартăмăр. Вĕсем туххăмрах ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ проектсем пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ.  Эпир вĕсене ĕненетпĕр тата шанатпăр, пуласлăхра вăй илсе хăватланса пырассине. Май пур таран хамăр енчен пулăшу пама та тăрăшăпăр.  Банк хăй енчен ҫĕнĕ ĕҫе кӳлĕннисене грант парса хавхалантарать. Эпир те ҫак ҫул-йĕре хапăл тусах йышăнтăмăр, грантсемпе тивĕҫтермелле турăмăр», - тенĕ вăл.

Савăнăҫлă лару-тăрура ҫĕнĕ офиса уҫнă май, «Фермерсен шкулĕ» проектпа вĕренсе тухнисене грант парса чысланă. Вĕсем: Афанасьев Алексей Юрьевич, Васильев Александр Васильевич, Земдиханов Марат Эсфендиярович. Ертӳҫĕсем хуҫалăх ĕҫне тимлĕ тытса пыни те куҫ кĕретех. Палăртса хăваратпăр, ҫĕнтерӳҫĕсене ятарлă комисси суйласа илнĕ. Комиссийĕн йышĕнче Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствинче тăрăшакансем, Чăваш патшалăх аграри университетĕнче вăй хуракансем, Раҫҫей Ял хуҫалăх банкĕн регионти уйрăмĕнче ĕҫлекенсем пулнă.  



19 апреля 2022
08:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter