Чăваш Енри апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсене туянакансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă

Чăваш Енри апат-ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсене туянакансен прависене хӳтĕлессипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сӳтсе явнă

Координаци канашлăвĕн ларăвне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Лариса Рафикова хăйĕн сăмахĕнче, апат-ҫимĕҫ таварĕсем туххăмрах ӳссе пынин сăлтавĕ пĕлтĕр ҫулла ҫанталăк типĕ пулнипе ҫирĕплетнĕ.  Паллă, кун пек лару-тăрăва ҫĕршывра та курма пулать тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Кулленхи пурнăҫра усă куракан таварсен хакĕсене ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ, ятарлă специалистсем мониторинг туса тăраҫҫĕ. Пуш уйăхĕпе ака уйăхĕнче ҫĕр улми, сухан, купăста, кишĕр хакĕсем курăмлă ӳссе кайнине те асăннă вăл. Сахăр, тăвар, панулми тата ытти пахча ҫимĕҫ таварĕсен хакĕсем те кăштах хăпарни сисĕнкелет.   

Аш-какай, пулă, шыв, ҫăнăх, кĕрпе  хакĕсем юлашки эрнере пĕчĕкленнĕ тесе палăртаҫҫĕ специалистсем.

Аса илтеретпĕр, кăштах маларах Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев «тӳрĕ лини» ирттернĕччĕ. Ун чухне шăпах та, палăртнă ыйтăва радио итлекенсем хускатнă пулнă. Паллă, регион Ертӳҫи таварсем хакĕсем ӳссе пынине сисет. Купăста чăнласах-та ытти таварсенчен самай хаклă тесе палăртнăччĕ.  

«Халь ҫакăн пек вăхăт, ҫĕнĕ пахча-ҫимĕҫ пулса ҫитеймен, киввисем сахалтарах. Шанатпăр, ҫитес вăхăтсенче таварсен хакĕсем шайлашăнса пырассине.  Мĕнпур ыйтăва Правительствăра тăрăшакансем ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Кашни эрнере кану кунĕсенче пасарсенче пахча-ҫимĕҫ таварĕсене пĕчĕк хаксемпе халăх патне илсе ҫитерме тăрăшаҫҫĕ. Уйрăмах хулара пурăнакансемшĕн кун пек ĕҫе йĕркелесе пыни ҫав тери паха тесе калаҫҫĕ ватăсем», - пĕлтернĕ ырă хыпара республика Ертӳҫи.   

Хаксем мĕншĕн туххăмрах хăвăрт ӳссе пынине ятарлă специалистсем сăнаса пырĕҫ, сăлтавĕсене лайăхрах уҫăмлатса парĕҫ. «Эпир паянхи пурнăҫ таппине шута илсе, хаксемпе ҫыхăннă ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслеве илнĕ. Халăха паха ҫимĕҫсемпе тивĕҫтересси приоритетлă ыйтусенчен пĕри пулса тăрать», - тесе сăмаха малалла тăснă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов.

Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Лариса Рафикова ҫӳлерех асăннă ыйтăва Раҫҫей УФАС регионти уйрăмĕн ĕҫченĕсем, прокуратурăра тăрăшакансем тата ытти тĕрлĕ ведомствăсенче вăй хуракансем тăтăшах тĕрĕслесе тăнине пĕлтернĕ.  Раҫҫей УФАС регионти Управленийĕн ертӳҫи Валерий Котеев Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ таварсен хакĕсене  специалистсем  кашни кун тенĕ пекех сăнаса тăнине палăртнă. Кирек-епле ыйтăва та уҫăмлатма тăрăшнине палăртнă ертӳҫĕ. Паянхи куна илес пулсан, пурĕ 580 ҫăхав вĕсем патне ҫырнине палăртнă.  «Хĕрӳ лини» мелĕпе ыйтусене пуҫтараҫҫĕ, унта (8352) 62-25-88 номерлĕ телефон ҫине шăнкăравласа тухма пулать.

Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви палăртнă тăрăх, кану кунĕсенче пасарсенче ятарлă ярмăрккасем хастар ĕҫлеҫҫĕ. Унта ял хуҫалăх таварĕсене туянма та меллĕ, хаксем те пысăк мар. Иртнĕ кану кунĕсенче пĕтĕмпе 30 ярмăркка йĕркеленĕ. Шăпах та, вăл мероприятисене сахал мар тухса тĕрĕслевсем ирттернине те асăннă ларăва пухăннисем.



20 апреля 2022
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter