Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Муниципаллӑ службӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Мӗнпур муниципаллӑ служащипе патшалӑх служащине пӗр ӑнтӑлу, пӗр пысӑк тӗллев пӗрлештерет, ку вӑл – пирӗн юратнӑ республикӑмӑрти ҫынсен пурнӑҫне хӑтлӑрах тата лайӑхрах тӑвасси. Эсир вырӑнта тухӑҫлӑ ӗҫленинчен чӑннипех те питӗ нумай килет. Ҫул-йӗре, коммуналлӑ тата социаллӑ инфратытӑма ҫӗнетесси, картишсемпе урамсене тата обществӑлла хутлӑхсене тирпей-илем кӗртесси, инвестицисем явӑҫтарасси тата ытти нумай-нумай ыйту сирӗн кулленхи тивӗҫӗр шутӗнче. Профессири ӑсталӑхӑр, уҫӑ кӑмӑлӑр, ҫынсен пуҫарӑвӗсене шута илсе ӗҫлеме пӗлни сире ҫав тӗллевсене тухӑҫлӑ татса пама май парать. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин вырӑнти хӑй тытӑмлӑх пирки ҫапла каланӑ: «Ҫынсемшӗн чи ҫывӑх шайри ҫак халӑх влаҫӗн яваплӑх сфери калама ҫук пысӑк».

Республикӑри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх паян, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, улшӑнусен умӗнче тӑрать. 2022 ҫул вӗҫӗччен Чӑваш Енре ял ҫӗрӗнчи  районсенчен муниципаллӑ округсем туса хурас ӗҫ вӗҫленмелле, унӑн тӗп тӗллевӗ – территорисене халӑх шухӑш-кӑмӑлне шута илсе тухӑҫлӑ аталантарасси. Пӗр шайлӑ тытӑм ҫине куҫни финанс ресурсӗсене пӗрлештерме, управлени ӗҫне хӑвӑртлатма май парать, ҫакӑ вара ҫынсен ыйтӑвӗсене уҫӑмлӑн та хӑвӑрт пӑхса тухма тата ҫивӗч ыйтусене татса пама пулӑшать.

Хисеплӗ ӗҫтешсем! Тӑван ҫӗр ырлӑхӗшӗн тӑвакан пултаруллӑ ӗҫӗршӗн тата унӑн аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунине йышӑнсамӑр. Пӗрлехи задачӑсемпе наци тӗллевӗсене татса парас ӗҫе май килнӗ таран хастартарах хутшӑнма сӗнетӗп сире. Пурсӑра та ҫирӗп сывлӑх, телей тата палӑртса хунӑ плансене ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлама сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                Олег Николаев



21 апреля 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter