Кăçал Чăваш Енĕн патшалăх символĕсене йышăннăранпа 30 çул çитет

Кăçал Чăваш Енĕн патшалăх символĕсене йышăннăранпа 30 çул çитет, çавна май асăннă куна ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче пушшех сумлă паллă тăвасшăн. Ун пирки ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура культура министрĕ Светлана Каликова каларĕ.

Çак кун шкулсенче уроксене символсене халалланă информаци пилĕк минутлăхĕпе пуçлĕç.  Правительство çурчĕ умĕнчи лапамра анлă мероприяти йĕркелĕç. Пĕрлех министр тĕрлĕ çĕрти чăваш ялавĕсене те, кивелсе тĕссĕрленнĕскерсене, çĕнетме чĕнсе каларĕ.

www.hypar.ru



20 апреля 2022
08:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter