Петĕр Яккусен «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» çĕнĕ кĕнекине халалланӑ поэзи уявĕ иртрĕ
Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕн ячĕ-сумĕ ÿссе-сарăлсах пырать. Ун çинчен тăтăшах çыраççĕ, калаçаççĕ. Ахальтен мар-тăр ака уйăхĕн 12-мĕшĕнчи черетлĕ ларăва «Чăн Чăваш» клубĕ» хăнана килчĕ. Хăтлă залра халăх нихçанхинчен йышлăччĕ. Сăлтавĕ пысăк – поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе тĕпчевçĕсем, вĕрентекенсемпе студентсем Петĕр Яккусенĕн «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» ятлă çĕнĕ кĕнекине пахалама пуçтарăнчĕç. Поэзи уявĕнче сăвăçăн хĕрĕ Анна Петровна Яковлевăпа тăванĕсем, вĕренекенĕсем те пулчĕç.
Сăвă пуххи 2021 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Унта, тĕпрен илсен, паллă поэтăн иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче çырнă, анчах ку таранччен ниçта та пичетленмен хайлавĕсем кĕнĕ. Çавăн пекех авторăн сайра кун çути курнă сăввисем те вырăн тупнă кăларăмра. Яккусенĕн лирика геройĕ кăмăл-сипет тасалăхне нимрен мала хурать. Суя канлĕхе, суя хĕвĕшĕве, суя хавхаланупа ыратăва сивлет вăл. Пĕр тунсăх та пĕр савăк йĕркесем вулакана илемпе ырăлăх тĕнчине йыхравлаççĕ.
Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ Ольга Иванова кăларăма еплерех пичете хатĕрлени, алçырупа мĕнлерех ĕçлени çинчен каласа пачĕ. «Петĕр Яккусен... Вĕрентекен, тĕпчевçĕ, куçаруçă, чĕлхеçĕ... Маншăн вара вăл чи малтанах – Поэт. Шăпах çапла, пысăк сас паллирен. Ку ÿстерсе калани е ахаль мухтани мар. Петр Яковлевич пултарулăхĕпе кĕскен çеç паллашнисем те унăн поэзийĕ асамлă, чуна çывăх пулнине тÿрех палăртаççĕ. Яккусен сăввисем вăхăт иртсен те кивелмеççĕ, çаплипех уççăн та евĕклĕн янăраççĕ, чĕрене кĕрсе вырнаçаççĕ... Шел те, «Кĕмĕл çутиллĕ хирсем» кĕнекене авторĕ алла тытса кураймĕ. Петĕр Яккусен 2021 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Унпа пĕрле хатĕрлемеллеччĕ çак кăларăма, тен, урăхларах ятлă пулĕччĕ вăл, тен, расна сăвăсем кĕрĕччĕç унта. Çĕнĕ алçыру илсе килме шантарнăччĕ Петр Яковлевич. Анчах кĕтмен инкек мĕнпур ĕмĕте чăл-пар салатрĕ, сăвă пуххине унсăрах йĕркелесе кăларма тиврĕ...» – терĕ Ольга Михайловна.
Владимир Степанов, Анатолий Хмыт, Людмила Сачкова, Лидия Сарине çыравçăсем Петĕр Яккусене çутçанталăка çывăх туякан, ачалăх саманчĕсене асран кăларман, чĕрене пырса тивмелле çыракан çепĕç лирик пек хакларĕç. Поэтăн сăввисене вуланăçемĕн ял, тăвайкки, уй-хир сăнарĕсем куç умне тухаççĕ. Раиса Воробьева сăвăç Петр Яковлевич пултарулăхĕпе «Кĕмĕл кимĕ» кĕнекене вуланă май пуçласа паллашнă. «Эпĕ кашни сăвва хăш вăхăтра, мĕнле туйăмпа çырнине, шухăш-кăмăл мĕнле улшăнса пынине ăнланасшăн», – терĕ Раиса Васильевна.
Галина Матвеева çыравçă-журналист Петĕр Яккусенĕн вĕренмелле çырнă сăвăсем çуккине, çамрăкла шăрçаланисем каярах хайланисем пекех хăватлă та илемлĕ пулнине палăртрĕ. «Яккусен – чăваш чунĕллĕ поэт. Ун пек сăвăçа урăх пĕлместĕп. Сăввисенче чăвашлăх тапса тăрать», – пĕтĕмлетрĕ Галина Алексеевна. Марина Карягина поэт тата тележурналист чунне уçрĕ тесен те йăнăш мар: «Петĕр Яккусен. Вĕрентекенĕм, Тусăм, тарăн ăслă та таса чунлă Çын, мана пил парса хăварнă Поэт. Шăпана тав тăватăп университетри пĕрремĕш курсрах унпа тĕл пулма, унăн вĕренекенĕ пулма пÿрнишĕн. «Ялав», «Тăван Атăл» журналсенче пичетленнĕ сăвăсене сÿтсе яваттăмăр. Петр Яковлевич ытарлăн, чуна тивертсе, тÿрлетмеллине тÿрлетмелле калатчĕ. Чăваш литературинче унăн хăйĕн уйĕ, хăйĕн каçалăкĕ», – терĕ Марина Федоровна.
«Петĕр Яккусен нихăçан та никам пирки те япăх каламан. Питĕ сăпайлăччĕ. «Литература тĕпелĕ» кăларăма чĕннĕччĕ пĕринче. Пĕччен кăна пымалла пулсан килĕшместчĕ пулĕ. Любовь Мартьянова та пулать тесессĕн хирĕçлемерĕ. Тепринче хăйĕнпе кăна передача ÿкересшĕнччĕ. Темле ÿкĕтлесен те хальхинче пыма кăмăл тумарĕ, каçару ыйтрĕ. Унăн сăввисенче ачалăх тапса тăрать. Шахвăртса-шÿтлесе те илет», – аса илчĕ Елена Нарпи прозаик.
Ăшă тĕлпулу пухăннисене чăн-чăн поэзи уявĕ парнелерĕ. Кĕнеке хăтлавĕнче кашниех Петĕр Яккусене ырă сăмахпа аса илчĕ, унăн сăввисене илемлĕ вуларĕ. Юратнă поэтăмăр юнашар мар пулин те, çак каç чунĕпе, кăмăлĕпе варкăшçăсемпе пĕрле пулнăн туйăнчĕ.
Ольга Австрийская