Республика шайĕнче иртекен конкурсра çулталăкри чи лайăх класс ертӳçине, педагог психолога, вĕрентекене, воспитателе палăртнă

Республика шайĕнче иртекен конкурсра çулталăкри чи лайăх класс ертӳçине, педагог психолога,  вĕрентекене, воспитателе палăртнă

Республикăра иртнĕ ҫулталăк учителĕ конкурсра «Чăваш Енĕн ҫулталăк учителĕ» ята Ҫĕнĕ Шупашкарти 17-мĕш №-лĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта акăлчан чĕлхине вĕрентекен Екатерина Ананьева тивĕҫлĕ пулнă. Вăл Пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче иртекен ăмăртура Чăваш Республикин чысне хӳтĕлĕ.

Мала тухнă вĕрентекене Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ăшшăн саламланă. «Сире ӳлĕмрен те ҫĕнтерӳсем тăвасса кĕтетпĕр.  Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса, ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парассинче те пысăк тӳпе хывасса шанатпăр. Ытти учительсене ҫĕнтерӳҫĕ ята тивĕҫме хавхалансах явăҫтарасса та пĕлсех тăратпăр», тенĕ вăл.  

Паллă кун республика Ертӳҫи республикăра иртнĕ ытти конкурссенче хутшăнса мала тухнисене хаваслă лару-тăрура чысланă. Патшалăх влаҫĕ тата  РФ Президенчĕ Владимир Путин   кулленех вĕренӳ пайне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă Пуҫлăх.  Палăртнă тытăма кирлĕ пек шайра аталантара пырас тесе  сахал мар тĕрев панине асăннă.  

«Вĕренӳ пайĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса вăй илсе пынине эпир сирĕнпе пурте лайăх курса тăратпăр.  Ҫулсерен вĕренӳ учрежденийĕсене тĕпрен юсаҫҫĕ, ҫĕнĕ шкулсемпе ача сачĕсем хута яраҫҫĕ. Пĕлӳ ҫурчĕсенче пурлăхпа техника бази те ҫĕнелсех пырать. Условисем чаплă пулни – ачасене ҫĕнĕлле вĕренсе пыма май парать. Енчен те ҫын хăй суйласа илнĕ профессине юратать пулсан, шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа таса чунпа пурнăҫласа пырать пулсан – ҫитĕнӳ патне ăнтăласси те чаксах. Паян мероприятине пухăннă мĕнпур ĕҫчен ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче», – тесе каланă учительсене саламланă май Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

«Эсир хăвăрăн вĕренекенĕрсене тĕнчепе паллашма куллен пулăшатăр. Вĕсене пĕлӳ паратăр, пурнăҫа хаклама, ҫĕршывăн тивĕҫлĕ гражданĕсем пулмашкăн ăнтăлма вĕрентетĕр. Ахальтен каламаҫҫĕ: вĕрентекен аллинче ­ пулас ăрусен шăпи. Шăпах эсир анлă пĕлӳллĕ, ăс-хакăл енĕпе аталаннă ҫамрăксене ҫитĕнтеретĕр, вĕсем Чăваш Республикин тата пĕтĕм Раҫҫейĕн пуласлăхĕн никĕсне хывĕҫ», – тенĕ вăл.

Пурне те пархатарлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕҫшĕн, ачасене юратнăшăн  чунтан тав тунă вăл.  

Ҫулталăк воспитателĕ ята Шупашкарти 11-мĕш №-лĕ ача садĕнче ĕҫлекен Анна Данилова тивĕҫлĕ пулнă.  Чи лайăх класснăй ята Муркаш районĕнче ĕҫлекен Елена Жагерева тивĕҫнĕ. Педагог-психолог тивĕҫлĕ ята Шупашкар хулинче ĕҫлекен Ольга Булыгина илнĕ. Социаллă педагог сумлă ята Канаш районĕнче ĕҫлекен  Ольга Гавриловăна парса хавхалантарнă.     Педагог дебют хисепе Екатерина Кузнецова ҫĕнсе илнĕ. Вăл Красноармейски муниципаллă округра тăрăшать.  Республика шайĕнче иртнĕ ăмăртăва ҫулсерен 150 яхăн вĕрентекен хутшăнма кăмăл тăвать. Кăҫал конкурсра мала тухассишĕн 144 ҫын хĕрӳ тупăшнă. Палăртса хăваратпăр, ăмăртăва регионта 1992 ҫултан пуҫласа ирттерме тытăннă.  Сахал мар вĕрентекен Раҫҫей шайĕнче пулнă конкурсра Чăваш Республикин ятне ҫӳле ҫĕкленĕ, хисеплĕ ятсене тивĕҫлĕ пулнă.    



21 апреля 2022
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter