Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Тӑван чӗлхе пирӗн халӑхшӑн питех те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл чӑвашсен нумай ӗмӗре тӑсӑлакан пуян культурипе йӑли-йӗркине тата историне сӑнарлать, халӑхӑмӑрӑн генетика кодне уҫӑмлатать. Чӗлхемӗр тӗрӗс-тӗкел сыхланса упраннӑ чухне чӑваш нацийӗ те сывах пулӗ. «Тӑван чӗлхе халӑхӑн чӗрӗлӗхне ҫирӗплетсе пани кӑна мар, вӑл шӑпах хӑй халӑх пурнӑҫӗ пулса тӑрать», - тенӗ чӑваш ҫырулӑхне никӗсленӗ аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр тата вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлевич Яковлев.
Чӑваш чӗлхине сыхласа хӑварас, вӗренес тата аталантарас тӗллевпе эпир уйрӑм программа йышӑнтӑмӑр, вӑл йӗркеллӗн пурнӑҫланса пырать. Шкулсенче уроксем ирттересси хастарлӑн ӗҫе кӗрет, специализациленӗ классемпе лингвистика клубӗсем, методика сессийӗсемпе литература каҫӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхине ытларах сарас тӗлӗшпе ӑна «Яндекс. Куҫаруҫӑ» хутлӑха кӗртни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Республикӑри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе асӑннӑ сервис базине чӑвашла тата вырӑсла 500 пин ытла сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе пуянлатма май килчӗ.
Нумай ҫул хушшинче пуҫласа Чӑваш Республикинчи шкулсене пӗрремӗш классем валли туса хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ пособийӗсемпе тивӗҫтертӗмӗр, вӗсем ачасене тӑван чӗлхепе калаҫма хӑнӑхма пулӑшӗҫ. Кӑҫал ҫав пособисене кашни пуҫламӑш шкулах илӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах ҫавнашкал кӑларӑмсене ача сачӗсене ҫӳрекен пепкесем валли те туса хатӗрлӗҫ.
Республикӑн хаклӑ ҫыннисем, эсир хастарлӑн хутшӑннипе тата пӗтӗм халӑх пулӑшнипе эпир тӑван чӗлхемӗр ирӗклӗн янӑратӑр, вӑл Чӑваш ҫӗрӗн аваллӑхӗпе хальхи пурнӑҫне тата пуласлӑхне ҫыхӑнтаракан, пире тӗнчен хуть хӑш кӗтесӗнче те пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пулса тӑтӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр.
Уяв ячӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев