Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Мӑнкун уявӗпе саламлани

Чӑваш Республикин хаклӑ ҫыннисем!
Сире Мӑнкун уявӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!
Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ пирӗн чиркӳсемпе кил-ҫуртсене пы-сӑк савӑнӑҫпа тата шанӑҫ ҫутипе тултарать, пурнӑҫри тӗп хаклӑхсемпе юрату, сапӑрлӑх тата ыркӑмӑллӑх ҫинчен аса илтерет.
Мӑнкунӑн пархатарлӑ йӑли-йӗрки пире ӑс-хакӑла тӑтӑшах пуянлатса пымаллине ӑша хывма хистет, ырӑ ӗҫсем тума хавхалантарать.
Ҫак уяв кашни киле, кашни ҫемьене тӑнӑҫлӑхпа килӗшӳ илсе килтӗр, чӗресене тӑван-хурӑнташпа тата ҫывӑх ҫынсемпе тӗл пулса калаҫни пиллекен ӑшӑ та савӑк туйӑмпа ҫупӑрлатӑр.
Ҫирӗп сывлӑхлӑ тата телейлӗ пулӑр! Уяв ячӗпе!
Христос Чӗрӗлнӗ!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев